15 августа 2009 г.
ÇАК кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче оперативлă канашлу ирттертĕмĕр. Унта эпир 2009 çулхи 7 уйăхри оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, малашнехи задачăсене палăртрăмăр, хăш-пĕр çитменлĕхсене сÿтсе яврăмăр.
Кăçал январь-июль уйăхĕсенче район территорийĕнче пурĕ 125 преступлени тунине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 160). Преступленисен шучĕ 21,9 процент чакни правăна сыхлакан органсем пĕрлехи вăйпа ĕçлесе пынине, профилактика ĕçне вăйлатнине çирĕплетет. Пĕтĕмĕшле преступленисен 94,2 процентне тăрă шыв çине кăларнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту – 89,8 процент). Тÿнтерле ĕçсене ытларах та ытларах уçса парассишĕн малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.
Районта йывăр преступлени, вăтам шайри тата пысăках мар преступленисем тăвасси чакнă. Çав вăхăтрах çав тери йывăр преступлени тăвасси кăштах ÿснĕ (пĕлтĕрхи 7 уйăхра – 1 факт, кăçал çак тапхăрта – 3). Акă, нумаях пулмасть Шăмăршăри Речная урамĕнчи 35-мĕш çуртра пĕр ÿсĕр арçын теприне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Хальхи вăхăтра районти прокуратура следстви тĕпчевĕ ирттерет.
Преступленисене уйрăммăн илсен, çынна вăтам шайри суран кÿресси, хваттер çаратасси, хулиганла ĕç, растрата тăвасси, взятка илесси (1 факт), ÿсĕр çынсем преступлени тăвасси, малтан судпа айăпланнисем каллех саккуна хирĕçле çул çине тăрасси ÿснĕ. Çынна хĕнесси, вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, уççăн çаратасси (грабеж), экономика преступленийĕ, ултавлă ĕç тăвасси (мошенничество), обществăлла вырăнсенче тата урамра саккун йĕркисене пăсасси, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тухасси чакнă. Çын сывлăхне йывăр сиен кÿресси (пĕрер факт), наркотиксемпе çыхăннă преступлени тăвасси (виçшер факт) пĕр шайрах юлнă. Хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрланă, хĕнесе асаплантарса пурăннă (истязание), хурах пуснă (разбой), юриех вут тивертнĕ, ирĕксĕрлесе укçа е ытти япала ыйтнă (вымогательство) фактсем пулман.
Июль уйăхĕнчи ют пурлăха вăрланă фактсене те асăнса хăварас килет. Акă, Тури Чаткас çынни К., 1972 çулта çуралнăскер, Шăмăршăри 50 лет Октября урамри çурт подъездĕнчен велосипед вăрласа кайнă. Шупашкартан Палтиелне ĕçлеме килнĕ арçын вара экскаватор бакĕнчен 100 литр дизель топливи юхтарса илнĕ. Çак фактсем тăрăх, РФ УКĕн 158 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕçсем пуçарнă.
Халĕ вырма ĕçĕсем пыраççĕ. тар юхтарса çитĕнтернĕ тыр-пула вăрăсене вăрлаттармасăр тĕрĕс-тĕкел кĕлете кĕртессине йĕркелесси – руководительсен тивĕçĕ. Тырра уй-хирте те, йĕтемре те куç вĕçертмесĕр сыхламалла. Паллах, милиционерсен рейчĕсем те иртеççĕ, постсем те йĕркеленĕ.