19 августа 2009 г.
«СПЕЦСТРОЙКОММУНИКАЦИЯ» ОООн гидротехника сооруженийĕсем енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе К.Салиховпа пулас «тинĕс» тĕпĕнче тăратпăр. Чăваш Республикин Президенчĕн «Таса шыв» программи пурнăçланма тытăннăранпах – 2005 çултанпах – çак пысăк объектра вăй хурать вăл. Чи пирвайхи шалçасене те хăех çапнă.
Пĕрре пăхсан, вăрман варринче, Хырла шывĕ çинче тăвакан водохранилище самаях пысăк ГЭСа аса илтерет. Унăн тĕллевĕ кăна урăхла – шыв пухса ялсене çитересси, çапла вара халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси.
К.Салихов каланă тăрăх, водохранилищĕн шыв йышăнакан лаптăкĕ 420 гектар пулмалла, вăл 5 километр та 800 метр тăршшĕ тăсăлĕ. Хальхи вăхăтра Хырлана пÿлсе лартнă ĕнтĕ, шыв ятарлă валак тăрăх юхать.
Виçĕ çул хушшинче 420 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çав шутра 3,5 пин кубометр бетон сарнă, 2х4 виçеллĕ 3766 штук плита вырнаçтарнă, пулас «тинĕс» тĕпĕнчен 1 миллион та 300 пин кубометр юшкăнпа хăйăр туртарса тухнă, 420 гектар çинчи вĕтлĕх вăрмана тымарĕ-мĕнĕпех тасатнă.
Объектра 6 экскаватор, çирĕмшер тонна таран груз турттаракан 15 КамАЗ автомашина, Т-170 маркăллă 8 бульдозер, çирĕм тонна таран йăтакан 3 автокран, 2 каток ĕçлеççĕ. Çак пысăк хăватлă техникăна ĕçлеттернĕ çĕрте тата ытти ĕçсенче 60 çын вăй хурать. Стройкăра столовăй, пурăнмалли вагонсем пур.
Водохранилищĕне кăçалхи сентябрьте хута яма хатĕрленеççĕ. Çитес çуркунне вăл шыв йышăнма пуçлĕ.