19 августа 2009 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ Алтынбаевсен кирпĕчрен купаланă çĕнĕ çурчĕ аякранах илемĕпе илĕртсе тăрать. Çумĕнчи хуралтисем те çĕнĕ, юнашарах гараж пур.
– Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани пире сахал мар тупăш кÿрет, - тет кил хуçи – Семигулла Алтынбаев. – Мăшăрăм – ялти шкулта учительницăра ĕçлекен Ильхамие юрла-юрла ĕне сăвать.
Выльăх-чĕрлĕх чăнах та йышлă пысăк кил картинче: виçĕ ĕне, пĕр вăкăр, икĕ пăру. Вĕсемсĕр пуçне 31 хур тата чăх-чĕп нумай усраççĕ.
Кашни кун 30 литр ытла сĕт сутаççĕ Алтынбаевсем, укçа ĕçлесе тăваççĕ.
Алтынбаевсем килти пахчасăр пуçне хирте те çĕр илнĕ, унта утăлăх курăк акса çитĕнтереççĕ.
Тирпейлĕ хуçасен килĕнче те, пахчинче те йĕркеллĕ. Улма-çырла, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, чечексем ĕрчетеççĕ. Килен-каян Алтынбаевсен çурчĕпе пахчи çине ăмсанса пăхать. Ильхамие çамрăк çемьесене ырă канашпа пулăшать.
Çакăн пек ĕçчен те тирпейлĕ çемьесем яла илем кÿреççĕ, çĕршывăн агропромышленноç комплексне аталантармалли наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ.