Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ

22 августа 2009 г.

АВГУСТĂН 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен Чăваш Енре «Ачасен хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ» иртĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче, çуллахи каникул хыççăн, ачасене çул çинче тата транспортра, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтересси.

Çак тапхăрта Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ĕçченĕсем республикăри пĕтĕм шкулта, ача сачĕсенче шăпăрлансемпе тĕл пулĕç, пушар хăрушсăрлăхĕ, чрезвычайлă лару-тăруран тата çул çинчи инкексенчен мĕнле сыхланмалли пирки калаçĕç. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри пушар ирĕклĕ обществин хастарĕсемпе пĕрле ача çурчĕсемпе интернат шкулсенче, саккуна пăснă çул çитменнисен центрĕсенче конкурссем, викторинăсем, кăтарту занятийĕсем ирттерĕç. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче, педагогика канашĕсенче те тухса калаçма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика