22 августа 2009 г.
НУМАЯХ пулмасть хаçатра Шăмăршă урамĕсем тăрăх качакасем йышлă çÿрени, вĕсене хуçисем пăхса тăманни пирки çырса кăтартнăччĕ. Чукалта та çакнашкал ÿкерчĕкех курма пулать. Урамсенче ĕнесемпе пăрусем, сыснасем тата лашасем кĕтĕвĕпех çÿреççĕ. Уйрăмах курăк ешерекен урамсенче хуçаланаççĕ вĕсем. Хир еннелле хăваласа ярсан та каялла таврăнаççĕ выльăхсем, сулхăн вырăнсенче – йывăçсен таврашĕсенче хăйсене киленĕç тупаççĕ. Ăçта пăхан – унта вĕсен каяшĕ.
«Чукалта кĕтÿ çук-шим;» – тейĕç хăшĕсем. Кĕтĕвĕ пур-ха вăл. Анчах та хăш-пĕрисем хăйсен выльăхне кĕтĕве ярса чăрманмаççĕ. Вăл е ку кил хуçи кăларса ярать те хăйĕн выльăхне, лешĕ каллĕ-маллĕ çÿрет вара урама варласа, унăн илемне пăсса. Мĕн чухлĕ ĕçтерсе-çитерсе, тăкаксем тÿссе ÿстерекен выльăх çухалса каясран та хăрамаççĕ вĕт. Çухалсан кам айăплă пулĕ-ха;