Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчипех паллă чĕлхеçĕ

22 августа 2009 г.

МАН аллăмра – Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра нумаях пулмасть çеç пичетленсе тухнă самаях хулăм кĕнеке. «Духовное наследие академика М.Р.Федотова» тесе ят панă хăйĕн кĕнекине автор – философи наукисен кандидачĕ, пирĕн районти Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралса ÿснĕ Владимир Михайлович Терентьев.

М.Р.Федотов академика та, кĕнеке авторне те çывăх пĕлнĕрен, 532 страницăллă çак тĕпчев ĕçне эпĕ çав тери хавхаланса, алран ямасăр вуласа тухрăм. Хамшăн çĕннине, унччен пĕлменнине чылай пĕлтĕм. Автор М.Р.Федотов академикăн пурнăç çулĕпе, наукăпа педагогикăри ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарать, архивра упранакан материалсене вулакан патне çитерет.

М.Р.Федотов академик 1919 çулта пирĕн районти Пуянкасси ялĕнче çуралнă.Ахаль учительтен тĕнче шайĕллĕ ученăй таран çĕкленнĕ, чĕлхене тĕпчесе çырнă çĕр-çĕр наука статйипе вуншар кĕнеке авторĕ. Унăн «Исторические связи чувашского языка с языками угрофиннов Поволжья и Перми» (икĕ томлă), «Чувашский язык в семье алтайских языков» (виçĕ томлă), «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи», «Чувашский язык. Истоки. Отношение к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика», «Этимологический словарь чувашского языка (икĕ томлă) монографийĕсене, çавăн пекех чăваш чĕлхипе тюркологи историйĕпе кăларнă вĕрентÿ кĕнекисене хамăр çĕршывра çеç мар, тĕнчипех пĕлеççĕ.

Ман шутпа, В.М.Терентьев паллă ученăй çинчен кĕнеке пичетлесе кăларса питех те пархатарлă, мухтава тивĕçлĕ ĕç тунă. «Духовное наследие академика М.Р.Федотова» кĕнекене районти библиотекăра илсе вулама пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика