26 августа 2009 г.
ТУНТИ КУН район пуçлăхĕ В.П.Фадеев район центрĕнчи ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура хĕле хатĕрленес тата тирпей-илемшĕн тăрăшас ыйтусене çивĕч çĕклерĕ. Темшĕн, хăш-пĕр ертÿçĕсем яваплăха çирĕп туймаççĕ, территорири тасамарлăхпа килĕшсе пурăнаççĕ. Районти тĕп больница йĕри-таврашне паян-ыранах тирпейлемелле, кĕркуннехи чечексем лартса чĕртмелле. Çавăн пекех кашни предприятипе организаци территорийĕнчех илемлĕ кану вырăнĕсем пулмалла.
Хĕле хатĕрленес, газ– тата электрохуçалăхсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Çанталăк ялан паянхи пек ăшă тăмĕ, сивĕсем çитиччен хĕле хатĕр пуласчĕ.