26 августа 2009 г.
НУМАЙ-НУМАЙ ырă пуçарупа, усăллă ĕçпе палăрса тăрать Васан ял поселенийĕн администрацийĕ. Кашни ялтах илемлĕ кану вырăнĕсем туни те, çăл куçсене тасатса тирпейлени те ырă ĕçсен шутне кĕреççĕ.
Халĕ вара Кивĕ Шăмăршă ялĕ çумĕнчи таса çăл куç патĕнче часовня тăваççĕ. Пурине нимелле пуранă, укçи-тенкине те халăх парать. Николай Исаевпа Николай Никитин платниксем çутă тимĕртен купол тума пуçăннă. Часовня çывăх вăхăтра ĕçлеме пуçласса çирĕп шанма пулать.