Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă автобус шанчăклă

29 августа 2009 г.

ИР-ИРЕХ Шăмăршă районĕнчи çулсем çине сарă автобуссем тухнине асăрхатăн. Вĕсем куллен сакăр сехет тĕлне тĕрлĕ ялтан тăхăр шкула ачасене пĕр чăрмавсăр илсе çитереççĕ. Кăнтăрла хыççăн водительсен вĕренекенсене çав маршрутсемпех каялла леçмелле. Вырсарни кунсенче те канăç çук: спорт ăмăртăвне каймалла, тепринче предмет олимпиадине хутшăнмалла, виççĕмĕшĕнче – экскурси...

Кăçал автопарк тата та ÿсрĕ, тăххăртан вун пĕре çитрĕ: «Вĕрентÿ» наци программипе килĕшÿллĕн Пăчăрлă Пашьелпе Шăмăршăра вырнаçнă пĕлÿ çурчĕсене çĕнĕ «КАВЗ» тата «ГАЗель» парнеленĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн район пуçлăхĕ Валерий Фадеев хушăвне пурнăçласа ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ ушкăн шкул автобусĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă. Унта транспорт милицийĕн, çул-йĕр инспекцийĕн, прокуратурăн ĕçченĕсем, çавăн пекех администрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçисем тата шкул директорĕсем хутшăннă. Комисси автобуссем пурте тенĕ пекех патшалăх ыйтăвĕсене тивĕçтернине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика