29 августа 2009 г.
СИНОПТИКСЕМ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 3-мĕшĕччен Чăваш Енре ăшă та типĕ çанталăк тăмалла, кăнтăрла 21-23, каçхине 14-16 градус ăшă пулмалла.
Сентябрĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ вĕçленеспе сулхăн та çумăрлă çанталăк пуçланать, кăнтăрла та 5-10 градусран ытла ăшăтмасть.
Уйăх варринче «карчăк ăшши» («бабье лето») савăнтарать, 21-26 градус таран ăшăтать. Иккĕмĕш вунă кунлăх вĕçленеспе çумăрлă та сулхăн çанталăк вăй илет.