Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен августри конференцийĕ

29 августа 2009 г.

ЫТЛАРИ КУН районти вĕрентÿ ĕçченĕсем хăйсен çулталăкри тĕп пухăвне пуçтарăнчĕç. Шăмăршăри Культура керменĕнчи фейере шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсем «Вĕрентÿ» наци проектне мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштаракан выставка йĕркеленĕ. Конференци ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров, Чăваш Республикинчи Госкомсвязьинформ председателĕ С.А.Захаров, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа – «Шăмăршă районĕнче «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентĕвĕн пуçарулăхне пурнăçа кĕртмелли тĕп çул-йĕрсем çинчен» – район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева доклад туса пачĕ.

Доклада сÿтсе явма хутшăннисем – Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕн çумĕ Н.Н.Симурзина, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти акăлчан чĕлхин учителĕ С.Г.Жилкина, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Н.В.Купташкина, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти класс руководителĕ Р.В.Алексеева, Палтиелĕнчи ача сачĕн заведующийĕ Л.Х.Рахматуллова тата район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ В.П.Кузьмина– шкулсен сăн-сăпачĕ, ĕç меслечĕсем, кăтартăвĕсем лайăхланса пынинче наци проекчĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. Пултаруллă, анлă тавракурăмлă учительсем яланах çĕнни патне туртăнаççĕ, вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проекта пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

Конференцире районти вĕрентÿ учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илес кĕртес тата шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурспа шкул ачисен районти Спартакиадин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, районти чи пултаруллă вĕрентÿ ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика