29 августа 2009 г.
КАХĂРЛĂ ШĂХАЛЬ ялĕнче пурăнакан Валентина Петровăна ял-йыш тивĕçлипе хисеплет. Вăл ваттипе те, çамрăкпа та пĕр чĕлхе тупма пултарать, çынна ăнланма пĕлет. Çавăнпах пулĕ Валя аппапа калаçма та çăмăл. Çынпа вăл шÿтлесе те илет, вĕрентсе те калать. Çитмĕл çула çитнĕ хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хура-шурне курнă ĕнтĕ. Пĕр кун та ĕçсĕр алă усса ларман. Яланах ĕçе васканă, çынран кая юлма тăрăшман.
Валентина Петровна 1965 çулта Шăмăршăри промкомбинатра ĕçлеме пуçланă. Ир-ирех тăрса килти ĕçсене пурнăçланă, унтан вара район центрне васканă. Вăл вăхăтра асфальтлă çул пулман, машина-автобусĕ те çÿресех кайман. Пылчăкĕ-и, юрĕ-çумăрĕ-и, тăманĕ-и – яланах утма тивнĕ. Хăйĕн ĕçне парăннă хĕрарăма нимĕнле йывăрлăх та хăратайман.
Промкомбинатра 17 çул ĕçленĕ хыççăн В.Петрова вăрман хуçалăхне куçнă. Кунта та вăл ĕçченлĕхпе палăрнă. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Районти Хисеп хăми çинче те унăн сăн ÿкерчĕкне курма пулнă. 34 çул вăрман, йывăç ĕçĕпе ĕçлесе Валя аппа «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ятсене тивĕçнĕ. Ăна «Ĕç ветеранĕ» ята та панă. Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Валя аппа Кахăрлă Шăхаль каччине Петр Петрова Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхаль ялĕнчен качча килнĕ. Вĕсем икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсен пилĕк мăнук, мăнукĕн пĕр ачи. Куç тулли савăнăç парнелеççĕ вĕсем аслашшĕпе асламăшне.
Петровсен кил-çурчĕ тĕреклĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Вĕсем икĕ ĕне, виçĕ пăру, йышлă кайăк-кĕшĕк усраççĕ.Пахча-çимĕçне те нумай туса илеççĕ.
Валя аппа 70 çула çитрĕ пулин те пăрчăкан пек чупса ĕçлет, ватăлма та шутламасть. Валентина Петровнана упăшкипе, ывăлĕсемпе, кинĕсемпе, мăнукĕсемпе тата тăванĕсемпе пĕрле эпир те саламлатпăр. Тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăхпа телей сунатпăр.
Хамăн тĕрленчĕке эпĕ сăвăри çак сăмахсемпе вĕçлесшĕн:
«Мухтав та чыс сана, хĕрарăм,
Илем кÿретĕн пурнăçа.
Малта пыратăн эс ăçта та,
Чăнах та, тивĕç мухтава!»