02 сентября 2009 г.
СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕнче çĕршыври шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. 2009-2010 вĕренÿ çулĕ пирĕншĕн уйрăмах паллă: вăл Раççей Президенчĕ Учитель çулĕ тесе пĕлтернĕ тата «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентÿ пуçарулăхĕ паллăпа иртĕ. Çакă педагогика коллективĕсен яваплăхне темиçе хут ÿстерет, вĕсен тата та тухăçлăрах, пуçаруллăрах ĕçлеме тивет.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ÿсĕмсемпе туса çитермен ĕçсене тишкерсе тухни те кирлĕ.
Паллă ĕнтĕ, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре паян «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе «Вĕрентĕве модернизацилемелли комплекслă проект» тĕп вырăнта тăраççĕ. Çывăх вăхăтра Раççейре «Пирĕн çĕнĕ шкул» Наци вĕрентÿ пуçарулăхне йышăнма палăртнă. Вăл «Вĕрентÿ» наци проекчĕн тăсăмĕ пулнипе пĕрлех çĕнĕ çул-йĕрсем те кăтартса парĕ. Çав çул-йĕрсенче ачасем шкулта хăйсен пултарулăхне уçса пама пултарччĕр, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕр пулччĕр, талантлă ачасем тивĕçлĕ пулăшу илччĕр, шкулсем чи лайăх педагогсемпе пуянланччĕр, шкул ачисем çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине кăтартнă. Шкул сăн-сăпачĕ тул енчен те, шалтан та тĕпрен улшăнмалла.
Районта шкул тулашĕнчи 11 тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 учреждени, хушма пĕлÿ паракан 2 учреждени ĕçлеççĕ. 2000 çултипе танлаштарсан, районта вĕренекенсен шучĕ чылай чакнă. Шкулсен çуринче 100 ачаран та сахалрах вĕренет. Çавна пулах 2005 çулта 5 вăтам шкула реструктуризацилесе тĕп шкулсем туса хума, пуçламăш пĕлÿ паракан 5 шкула вуçех те хупма тиврĕ.
Паян тĕп ресурссем, чи пысăк йывăрлăхсем 3 никĕс шкулĕ çине тиенчĕç. Çавăнпа пĕрлех экономика параметрĕнче ырă улшăнусем те пулчĕç, классенче вăтамран 16,6 ача (республикăра – 14,1) вĕренет, пĕр учителе 8,9 (республикăра – 8) ача тивет.
Районти шкулсен 85 проценчĕнче хальхи ыйтусене тивĕçтерекен инфраструктура пур. Кашни шкулах сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтернĕ, пурне те çут çанталăк газĕ ăшăтать. Шкулсем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене туллин тивĕçтереççĕ.
Приоритетлă «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе тата шкулсене модернизацилемелли комплекслă проектпа килĕшÿллĕн, районти шкулсенчи географи, истори, физика, хими, биологи кабинечĕсене вĕрентÿ тата вĕрентÿпе лаборатори комплекчĕсемпе пуянлатнă. Кунсăр пуçне, пуçламăш классене 13 комплектпа, ОБЖ кабинечĕсене 5 комплектпа тивĕçтернĕ.
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул хими тата физика, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул вырăс чĕлхипе литератури, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул географи, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парккан шкул ют чĕлхесен кабинечĕсемпе пуянланчĕç. 7 шкулта (58 проц.) интерактивлă доскасем пур.
Кăçал шкулсене ятарлă сĕтел-пуканпа тивĕçтермелли задача та туллин пурнăçланчĕ, 2009-2010 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле пуçламăш классем 2755750 тенкĕлĕх сĕтел-пукан илчĕç.
Наци проекчĕ пурнăçланма тытăннă виçĕ çул хушшинче шкулсене 1 миллион та 665 пин тенкĕлĕх вĕрентÿ, художествăлла тата справкăпа информаци литератури кÿрсе килнĕ. Вĕренекенсене 11 шкул автобусĕ турттарать.
Çав вăхăтрах татса паман ыйтусем те чылай-ха. Шкулсен 44 процентĕнче çеç канализаци тата санитари ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен туалет пур. Çавăн пекех кирлĕ оборудованипе пуянлатнă медицина кабинечĕсем те çук, физикăпа хими кабинечĕсен лабраторийĕсем правилăсене тивĕçтереймеççĕ тата ытти те.
Вĕрентÿ пахалăхне шута илнĕ çĕрте патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ (ЕГЭ) тĕп вырăн йышăнать. 2009 çулта ЕГЭ 119 выпускник панă. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа вăтам балл 58,89 (республикăра – 56,4) пулнă. Обязательнăй икĕ предметпа экзамен тытассипе Шăмăршăри пĕтĕмшле вăтам пĕлÿ паракан шкул пĕрремĕш вырăнта тăрать. Таблицăн чăн юлашки вырăнĕнче – Васанти тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсем.
Биологи тата информатика предмечĕсен результачĕсем республикăри вăтам кăтартусенчен чылай пĕчĕкрех пулни те районти педагогика коллективĕсене хытă шухăшлаттармалла.
«Вĕрентÿ» наци проектĕнче талантлă ачасене тĕллевлĕ пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Районти кашни пиллĕкмĕш вĕренекен олимпиадăсене хутшăнать. Эпир республикăри олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнакан хамăрăн «ылтăн фондпа» тивĕçлипе мухтанатпăр. Районти 7 вĕренекен уйăхсерен Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăни те пире савăнтарать. 12 вĕренекен район пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать.
Районти олимпиадăсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем 56 призлă вырăн йышăннă пулсан, Пуянкассинчи тĕп шкул ачисем – 4 вырăн çеç.
Обществăн хальхи тапхăрĕнчи аталанăвĕнче информаци культури паллă вырăн йышăнать. Паянхи кун районти пур шкула та Интернетпа çыхăнтарнă, пурин те çĕнетсе пыракан сайт пур. Районти конкурс кăтартăвĕсем тăрăх Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул сайтне «Чи лайăх сайт» тесе йышăннă. Районти шкулсенче 9,8 ачана 1 компьютер тивет.
Шкулсенче ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система çине куçнăранпа педагогсен ĕç укçи, 2008 çулпа танлаштарсан, 13,6 процент ÿснĕ. 2009 çулхи январьте уйăхри вăтам ĕç укçи 8512,4 тенкĕ шутланнă. Шкулсенчи 113 учителе класс руководителĕ пулнăшăн хушса тÿлеççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарас умĕн шкулсенче çарпа патриотизм ĕçне вăйлатни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун районта çарпа патриотизмăн 2 клубĕ, çамрăк армеецсен 14 отделенийĕ ĕçлет.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен районти 21 Спартакиади иртрĕ, унта Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулпа Анат Чаткасри тĕп шкул коллективĕсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетес, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чылай лайăхрах ĕçлемелле, кашни вĕренекен хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăштăр тесе вăй хумалла.
Сăмахăма вĕçленĕ май, эпĕ пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чĕререн саламлатăп, йывăр та хисеплĕ ĕçре чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, творчествăлла хавхалану, çирĕп сывлăх сунатăп.