02 сентября 2009 г.
НАЦИ вĕрентĕвĕн «Пирĕн çĕнĕ шкул» пуçарăвĕ пирĕн ума пысăк тĕллевсем кăларса тăратрĕ. Кашни ача хăйĕн пултарулăхне уçса пама пултартăр, пурнăçра çухалса ан кайтăр, çĕршыва усăллă çын пулса çитĕнтĕр тесен, учительсен нумай вăй хумалла.
Пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕлĕшпе эпир олимпиадăсемпе конкурссем, вĕренекенсен конференцийĕсемпе семинарсем ирттеретпĕр. Чи пултаруллисене пĕрремĕш класранпах куçран вĕçертместпĕр.
Шкулта информатизаци программи ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Юлашки вăхăтра компьютерсен шучĕ тăватă хут ÿсрĕ, пурне те лицензиллĕ программăпа тивĕçтернĕ. Преподавательсен ăсталăхĕ ÿссе пынине те палăртмалла. Эпир пурте компьютерпа ĕçлеме пĕлетпĕр, вĕрентекенсен 81 проценчĕн килте те компьютер пур.
Шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ те пуянлансах пырать. Столовăя çĕнĕ оборудовани вырнаçтартăмăр. Çĕнĕ компьютерпа офис техники, спортинвентарь, информатика кабинечĕ валли сĕтел-пукан туяннă. Çавăн пекех пуçламăш классем кăтарту пособийĕсемпе пуянланчĕç.