02 сентября 2009 г.
ШКУЛ вăл – пĕлÿ центрĕ, кунта пурăнма, юратма, пултарулăха кăтартма, тĕпчев ĕçне хутшăнма вĕрентеççĕ. Эпир те, педагогсем, пĕчĕк тата пысăк çитĕнÿсемшĕн ачасемпе пĕрле савăнатпăр, мĕнле те пулин ăнăçсăрлăх сиксе тухсан пĕрле кулянатпăр, пĕрле ĕмĕтленетпĕр тата ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр.
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул коллективĕ 2010 çулчченхи тапхăр валли туса хатĕрленĕ вĕрентĕве аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Çак программа вĕрентÿ пахалăхне тĕпрен лайăхлатассипе уйрăлми çыхăннă. Вĕрентÿ процесĕ традициллĕ меслетсем урлă пулса пырать: аслă классенчи профиллĕ вĕрентÿ, физикăпа математика тата технологи класĕсем, спецкурссем, элективлă курссем, акăлчан чĕлхине кĕçĕн классенченех тата тарăннăн вĕрентесси, информатикăна кĕçĕн классенчех вĕрентме пуçласси, Занков системин элеменчĕсене пурнăçа кĕртесси, обществознание 6-мĕш класранпах вĕрентесси, профиль умĕнхи хатĕрленÿ. Пирĕн шкулта вĕренекенсем районти тата республикăри олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, дистанциллĕ предмет олимпиадисенче призлă вырăнсем йышăнни – пĕтĕм коллектившăн пысăк савăнăç. Сăмахран, кадет класĕнчи Влада Прохорова 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Ылтăн Руно» конкурса хутшăнса регионта тата Раççейре Диплом çĕнсе илчĕ. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче 9 класра вĕренекен Олеся Лукьянова Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ республикăри наука-практика конференцийĕнче хими секцийĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пирĕн вĕренекенсем районти физкультура предмечĕн олимпиадинче çулленех çĕнтереççĕ.
Шкул «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕпе туслă çыхăну тытать. 8 класра вĕренекен Денис Ермолаев çут çанталăка халалланă ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
«Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче те пирĕн çамрăк армеецсем кашни çулах малтисен шутĕнче. Кăçал республикăри «Зарница» вăййăн финалне хутшăннă 22 команда хушшинче пирĕн команда пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем тата та нумай, вĕсем шкул чысне тивĕçлипе çĕклеççĕ. Юлашки çулсенче шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ чылай тĕрекленчĕ. Компьютерсем нумайланчĕç, интерактивлă доскапа туллин усă куратпăр. Пирĕн 4 проектор, принтерсем (çав шутра – нумай тĕсли те), сканерсем, тĕслĕ фотоаппаратпа видеокамера пур.
Пуçламăш классене çĕнĕ сĕтел-пукан, столовăя çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, кабинетсем оборудованипе нумай пуянланчĕç. Предметсене тарăннăн вĕренме электроннăй дисксем туяннă.
Шкулти çамрăк спортсменсен ырă ячĕ районĕпех паллă. Эпир ачасен сывлăхне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшатпăр, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлатпăр.