02 сентября 2009 г.
Екатерина Николаевна – ырă кăмăллă та вашават хĕрарăм. Сăнран пăхсан ăна ниепле те 75 çулта тееймĕн. Çапах та çулсем хăйсем çинчен систереççĕ пуль çав: чир-чĕр те çыпçăнать, ал-ура та сурать...
Е.Н.Яковлева 1934 çулти августăн 25-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1942 çулта ялти шкулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçланă. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи калама çук йывăр вăхăта аса илет те Екатерина Николаевна, куçĕсенче куççуль пăчăртанса тухать. Ашшĕ фронтра вилни çинчен хыпар илсен, Яковлевсен çуртне пысăк хуйхă пусать. Ним тума та çук, чĕррисен пурăнмалла, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн колхозра ырми-канми ĕçлемелле. Выçăллă-тутăллă, хĕн-асаплă ачалăх çулĕсем нихăçан та манăçмĕç.
Мĕнле йывăр пулсан та, Е.Яковлева вĕренсе учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Шупашкарти пединститута кайса кĕнĕ, 1956 çулта физикăпа математика факультетне пĕтерсе алла диплом илнĕ.
Малтан вăл Тутар республикинчи Аслă Аксу шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă, икĕ çултан тăван Шăмăршă районĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Екатерина Николаевна Шăмăршăри вăтам шкулта тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн ăна Хисеп грамотисемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă.
Мăшăрĕпе – Василий Николаевичпа – виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Шел, Василий Николаевич виçĕ çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
75 çул... Ахаль иртмен Екатерина Николаевна Яковлевашăн çак çулсем, çур ĕмĕрне вăл çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă.
Екатерина Николаевна вĕрентсе кăларнă çынсем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хураççĕ. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче: çар çынни, ученăй, инженер, учитель, тухтăр, рабочи... Ăçта кăна ĕçлесен те, мĕнле кăна пысăк вырăн йышăнсан та Шăмăршă шкулĕн выпускникĕсем юратнă учительне асрах тытаççĕ, çыру çырса, телефонпа шăнкăравласа уявсем ячĕпе саламлама та манмаççĕ.
Юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, хаклă Екатерина Николаевна! Çывăх тăванусем, хăв вĕрентсе кăларнă çынсем Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.