Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХШĂН, КОЛХОЗШĂН ĔÇЛЕНĔ

05 сентября 2009 г.

КĂШТАХ каярах юлтăм пулин те, калас сăмахăма каласах терĕм. Иртнĕ кунсенче хăйсен юбилейĕсене паллă тунă Ю.М.Фроловпа М.Н.Ухваркин çинчен питĕ нумай çырма пулать. Юрий Михайлович 70 çул, Михаил Николаевич 75 çул тултарчĕç. Эпĕ вĕсемпе пуçласа паллашнă чух Фролов вăтăр пиллĕкри, Ухваркин хĕрĕхри вăй питти çынсемччĕ. Михаил Николаевич «Восход» колхоза чĕрĕк ĕмĕр ертсе пычĕ, халăхшăн, колхозшăн ырă ĕçсем питĕ нумай турĕ. Чаткассен вити-хуралтисем яланах тĕреклĕ пулнă, йышлă выльăх-чĕрлĕх витесене те шăнăçайман. Уй-хир тухăçлăхĕпе те республикипех палăрнă. Ас тăватăп-ха, «Восход» колхоз ĕçченĕсем çинчен Хусан киностудийĕ ятарласах документлă фильм ÿкернĕччĕ. Ăçта-ши çав фильм паян, ун чухнехи механизаторсемпе ферма ĕçченĕсем çине хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ;

Юрий Михайлович чылай хушă районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче, ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче вăй хучĕ. Хуть те мĕнле кăткăс техникăна та хăйĕн аллинчи пÿрнисене пĕлнĕ пекех тĕплĕн пĕлетчĕ, хирте комбайн е трактор çĕмĕрĕлсен механизаторпа пĕрле ял хуçалăх машинисене юсани сахал пулнă-и; Механизаторсемпе инженерсем ăна питĕ хисеплетчĕç, хăй те çынна ăнланма пĕлетчĕ. Паян кун та вăл çаплах: уçă кăмăллă, пулăшма яланах хатĕр специалист.

Михаил Николаевича та, Юрий Михайловича та Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ячĕсене пачĕç. Чи пахи вара – халăх хисеплени, ырă ят ылтăнран та хаклăрах мар-и-ха;

Шел, ĕç ветеранĕсене кашни кунах кураймастпăр, тепĕр чух телефонпа калаçса илкеленипех çырлахатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп сире, вăхăтĕнче тăван районшăн нумай тăрăшнă харсăр çынсем! Ветерансем чунпа ватăлмаççĕ теççĕ те, эпĕ те çаплах шутлатăп. Тепĕр темиçе çултан хам та ветерансен шутне кĕрĕп, чунпа вара ватăлас килмест-ха. Юрăри пек каласан: «Эй тăван, тус-тăван, ĕмĕр пĕрле пурăнар...»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика