Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат-журналлă пулас килет-и;

05 сентября 2009 г.

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ тапхăрта пурăнатпăр эпир. Пĕр енчен пăхсан, кун-çулăмăр чипер çулпах чупнă пек туйăнать. Тепĕр енлĕ шутласа пăхсан, ансат та мар иккен шăпамăр. Çапах, яланхиллех, çутăрах малашлăх çинчен ĕмĕтленетпĕр. Анчах умри çулăмăр ура хурсах пырать çав хамăра.

Пурнăç хакланни, алă çавăрма май çукраххи çинчен-ха сăмахăм. Паллах, пултаруллă, хăйсен ĕçне уçса çиле хирĕç ним те мар утакансем те сахал мар хушшăмăрта. Чăтăмлă, мал ĕмĕтлĕ патвар çынсем кăна çапла тума пултараççĕ. Производство уçма, суту-илÿпе аппаланма кашниех пултараймасть. Кунта ăсталăх та, Турă пани те кирлĕ. Çавна май ĕнтĕ пирĕн пеккисем, вĕçрен вĕçе аран çитерсе пыракансем – ытларах. Ку никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Чăн та, çĕршывăмăр тăрăшмасть мар-ха халăхшăн, пулăшкаласах пырать вăхăт-вăхăт. Ĕçрисен шалăвне май килнĕ таран ÿстеркелет. Пире те – ватăсене – сывлăш çавăрмалăх тенĕ пек, укçан йÿнелсе пыракан хисепне саплаштарас шутпа ĕнтĕ, пенси çумне кăштăн-кăштăн хушкаласа пырать. Анчах сутуçăсем пĕрре те тĕлĕрмеççĕ çав. Сыхласах тăраççĕ тейĕн: ĕç укçине е пенсие ÿстересси çинчен маларах пĕлтерсе хунине илтсенех хаксене вăр-вар хăпартса яраççĕ. Кунпа кăна çырлахмаççĕ-ха, укçи ÿснĕ хыççăн вĕсене татах пысăклатаççĕ. Çапла вара, çĕршыв хура халăха пулăшнине çийĕнчех çапса хуçаççĕ: укçа ÿсни ÿсменнине те тăмасть пек. Тăринччĕç пĕр шайрах хаксем – çук вĕт, «купи-продай» текеннисем хăйсем хаксене мĕн чухлĕ хăпартас теççĕ, çавăн чухлĕ ÿстереççĕ.

Пурнăç хакланни тăвансемпе, тус-юлташсемпе, пĕлĕшсемпе тытакан çыхăнусене те тĕпрен аркатса пыни те кÿренÿллĕ. Ĕлĕкрех кашни уявпа, çуралнă кун е ытти пулăмсем ячĕпе пĕр-пĕрне открыткăсем ярса, телеграммăсем парса саламлаттăмăр, çырусем тăтăш çыраттăмăр. Хамăра та вуншар открытка, çыру килетчĕ кашни уяв ячĕпех. Халĕ çулăхса пăх-ха çапла тума. Çыру валли конверт кăна мĕн хак тăрать, телеграммăн кашни сăмахĕшĕн тÿлекен укçапа темиçе буханка çăкăр туянма пулать. Вун-вун открытка ăсатасси (3-5 пус кăна тăратчĕç вĕсем), телеграмма «çаптарасси» çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлчĕ: кĕсьемĕрсем çÿхе.

Темиçе çул каялла çеç-ха тĕрлĕрен информаци илессипе эпир ытти нумай çĕршывсенче пурăнакансенчен малта пыраттăмăр. Халĕ вара чылай çыншăн пĕтĕм хыпарçă та телевизор çеç юлчĕ.

Пралук тăрăх килекен вырăнти радио хыпарĕсем мĕне тăратчĕç тата. Кунсерен тенĕ пекех итлеттĕмĕр район хыпарĕсене. Çук вĕт, тăкаксене саплаштараймасть тесе, вăр-вар пĕтерсе хучĕç çак ырă, нимпе улăштарма май çук япалана. Темиçе кун хушшинче кăпăр-капăр сÿтсе пуçтарса хучĕç пралуксене. Пакша пек хăвăртлăхпа хăпара-хăпара çÿрерĕç юпасем çине. Халĕ вара Чăваш радио кашни ир: «... ку вăхăта вырăнти радиоорганизаторсене паратпăр» тенине илтсен, чун хурланать. Пач пĕтрĕ тăван район хыпарĕсене итлесси.

Кам астумасть пулĕ тата: вĕт кашни çемье темиçе тĕрлĕ хаçатпа журнал çырăнса илетчĕ, «Огонекпа» «Литературная Россия» таранах. Почтальонсем вĕсен тĕркемĕсене пĕрре йăтса тухаймастчĕç. Малтан почтăран хăйсен участокĕсенчи пĕр-пĕр вырăна илсе пырса хуратчĕç. Çумĕнчи сумкинчине салатса пĕтерсен, унта пырса тата тултарса каятчĕç. Халĕ вара хăшĕсем çурма пушă сумкапа тухаççĕ е вĕсене пачах çакмаççĕ, сеткăпа çеç çÿреççĕ. Мĕншĕн тесен, хаксем çулсерен пысăкланнипе, хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ чакнăçемĕн чакса пырать.

Хаçат-журнал, кĕнеке хакĕсем çав тери хăпарса кайнипе илемлĕ литература хайлавĕсем вулама та майсем çукрах. Библиотекăсем унчченхи пек çулсерен пуянланаймаççĕ. Çавна пула эпĕ хам та килте упранакан кивĕ журналсене тăтăш алла илетĕп. Мĕн кăна çук вĕсенче: романсемпе повеçсем те, калавсемпе публицистика хайлавĕсем те, поэмăсемпе сăвăсем те, чăваш çыравçисен пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен биографийĕпе паллаштаракан статьясем те.

Пĕр япаланах темиçе хут вулаймастăн, паллах. Çавăнпа та эпĕ вĕсене кăмăл тăвакан пĕр-пĕр ял, шкул библиотекине е музее парнелесшĕн. Çапла тусан вулакансем нумайрах пулĕç тетĕп. Каласа хăварасшăн: килти архивра «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсен 1960-мĕш çулсенчен пуçласа 1990-мĕш çулсенчи кашни номерĕ упранать. Вĕсене кăмăл тăвакана (уйрăм çынна мар, паллах) ахалех парнелетĕп.

Ку çеç те мар. Журналсене йышăнас кăмăллă библиотекăна е музее районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат тĕркисене (1965çултан пуçласа кăçалхи çулчченех) парнелетĕп. Çакă вулакансене район кун-çулĕпе, унăн историйĕпе паллашма май парĕ.

Çыхăнса калаçмалли телефон номерĕ 2-35-22. Ĕç хыççăн, каçпа шăнкăравласан аванрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика