Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйнăшăн – 5 пин тенкĕ штраф

05 сентября 2009 г.

КĂÇАЛХИ январĕн 14-мĕшĕнче, çурçĕр иртсе 20 минутра, Асанкассинчи Р.Козлов урамĕнче тискер ĕç пулса иртнĕ. Н.па К. хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă, ÿсĕр К.хăйĕн кĕсйинчен пекĕ туртса кăларса: «Вĕлеретĕп, ман пата ан пырăр!» – тесе кăшкăрашма тытăннă. Н. çывăхри хÿмерен 70-90 сантиметр тăршшĕ решетке хăйпăтса илнĕ те, К-на пуçĕнчен виçĕ хутчен вăйлă çапнă. Çĕре лаплатса ÿкнĕ К.на Н. урипе темиçе хутчен тапнă. Йывăр аманнă К.вилсе кайнă.

Çакна курса тăнă Б. свидетель допросра малтан тĕрĕссине пĕлтернĕ, кайран вара – кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче пулса иртнĕ суд ларăвĕнче – Н. К.на пуçĕнчен çеç пĕр хутчен çапрĕ, урипе тапмарĕ тесе суйса каланă.

Преступленилле çак ĕçшĕн Шăмăршă районĕн сучĕ хăйĕн кăçалхи августăн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче РФ УК 307 статйин 1 пайĕпе никĕсленсе Б.на 5000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Б.на маларах мировой судья РФ УК 116 статйин 2 пайĕпе никĕсленсе 9 уйăх хушши ĕçлеттерсе юсанмалла, ĕç укçин 15 процентне патшалăх валли тытса юлмалла тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика