Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрсĕр ял – шăпчăксăр вăрман пекех...

12 сентября 2009 г.

НИМ пытармали те çук, ялта авланман йĕкĕтсем питĕ нумай. Хăшĕсем тахçанах вăтăр урлă каçнă ĕнтĕ, хĕрĕхрен иртнисем те йĕкĕт шутĕнчех тăраççĕ. Мĕншĕн авланманни пирки ыйтсан, «хĕр тупаймарăм-ха», «ĕлкĕретĕп-ха» е ытти сăлтав тупаççĕ.

Хĕр тупасси, чăнах та, çăмăл ĕç мар. Мĕншĕн тесен вĕсем ялта мар, хулара пурăнаççĕ. Шкул пĕтерсенех хула енне тапса сикеççĕ те, тем пек чĕнсен те яла таврăнасшăн мар. Ялти пурнăç илĕртмест хĕрсене, хулари ирĕклĕх килĕшерех парать.

Ывăлсен ватă ашшĕпе амăшне пăрахса хăварма юрамасть, авланмасăрах çурт лартакансем те пур. Чылайăшĕ вара, ним тума аптранипе, ĕçкĕ енне туртăнаççĕ. Ĕçкĕçсен йышĕ çамрăклансах пыни хытă пăшăрхантарать. Кашни кун «сĕрĕмлĕ» çÿрекен йĕкĕтĕн авланас шухăшĕ те çук пулĕ.

Хĕрсем яла юлччĕр тесен, вĕсене ĕç тупса памалла. Ку тĕлĕшпе нимĕнех те тумастпăр-ха, пĕчĕк предприятисем те йĕркеллĕ ĕçлесе каяймарĕç. Кĕпе-тумтир е атă-пушмак çĕлекен пĕр-пĕр цех уçсан, вуншар çамрăк валли ĕç пулĕччĕ.

Тата çакна та калас килет: культурăпа медицина учрежденийĕсенчи, ытти кантурсенчи пенсири çынсен тивĕçлĕ канăва каймалла, çамрăксене çул памалла. Çакă ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса пама нумай пулăшĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика