16 сентября 2009 г.
ПАЛЛĂ ĕнтĕ, юлашки вăхăтра ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăсланчĕ. Ăна тĕнчери финанс кризисĕ витĕм кÿни куç кĕрет. Çак сăлтава пулах предприятисенчен чылайăшĕ тулли хăватпа ĕçлеймест. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансен пăшăрханăвне ăнланмаллах: ăçта кайса камран пулăшу ыйтмалла;
– Хальхи вăхăтра пирĕн патăрта 133 çын учетра тăрать, – терĕ Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ С.Кузьмин. – Кăçалхи сакăр уйăхра 1022 çын пулăшу ыйтма килчĕ. Вĕсенчен 579-ĕшĕ ĕçсĕррисем шутланнă. Ку тапхăрта 776 çынна ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Çак йыша иртнĕ çул вĕçĕнче центрта черетре тăнисем те кĕреççĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе пĕрле иртнĕ çул вĕçĕнче ятарлă программа хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – организаци-предприятисенче патшалăх шучĕпе хушма вырăн туса парасси, общество ĕçне вăхăтлăха явăçтарасси, опыт пухма стажировкăна ярасси, çынсене пĕчĕк предприяти йĕркелеме пулăшасси. Çак программăна пурнăçласа, районта ĕçсĕр тăрса юлнă 226 çынна ĕç тупса пама май килнĕ.
Сергей Владимирович кăçалхи март уйăхĕнче пурнăçа кĕме тытăннă программа служба органĕсене чăннипех те пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ. Унăн тивлечĕпе ĕçсĕррисен йышĕнче тăнă 13 çын хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янă, çакăн валли халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан финанс пулăшăвĕ илнĕ.
Организацисемпе тата предприятисемпе обществăлла тÿлевлĕ ĕç йĕркелеме 93 килĕшÿ, çав шутра 48-ĕшне республика программипе никĕсленсе тунă. Çак программăпах ĕç паракансене вĕсем вăхăтлăха ĕçе йышăннисене тÿлеме 331,5 пин тенкĕ, обществăлла ĕçсене хутшăнакансене тÿлеме 2641,3 пин тенкĕ, стажировкăра пулнăшăн тÿлеме 162,4 пин тенкĕ уйăрнă.
Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене яланлăх тата вăхăтлăх вырăн тупса пама ваканси тата вĕрентÿ ярмăрккисене ирттерни пысăк пулăшу кÿрет. Кăçал Шăмăршăра ăна темиçе хут та йĕркеленĕ, вĕсене чылай çын хутшăннă.