Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрттăн хăтланаççĕ – сиен кÿреççĕ

16 сентября 2009 г.

ШЫВСĂР пурнăç çукки пурне те паллă: çăвăнма та, апат хатĕрлеме те, кĕпе-йĕм çума та кашни кун кирлĕ вăл. Анчах та шыв виçесĕр мар.

«Коммунальник» МУП район центрĕнчи виçĕ шыв башнине тытса-пă-хса тăрать. Шыв пăрăхĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 6 километр та 300 метр, шыв колонкисем 40 ытла. Пăрăхсем – полиэтиленран. Коммунальщиксем хĕл умĕн пăрăхсене, колонкăсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă, асăрханă пек çитменлĕхсемпе кăлтăксене пĕтерме тăрăшнă.

Маларах çынсем шыв ăсма колонкăсене çÿретчĕç пулсан, халĕ нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенчен чылайăшне шыв кĕртнĕ. Çынсен пурнăçне палăрмаллах çăмăллатать çакă: крана пăратăн – шыв юхать. Мĕншĕн ырлăх теес мар;

Çапли çапла пулĕ-ха та, анчах кунта тÿнтерле пулăмсем те пур. Хăшĕсем киле шыва никамран ыйтмасăр, пĕли-пĕлми çынсем пулăшнипе кĕртме тăрăшаççĕ. Йĕркене пăсаççĕ эппин. Шапашниксем алăран кайтăр тесе пурнăçланă ĕç пур чухне те чăрмавсем кăларса тăратать. Акă, Заводская урамри пĕр киле те çак майпах шыв кĕртнĕ, анчах шапашниксем технологие пăхăнманни куç кĕретех: халĕ ку вырăнта шыв тапса тăрать, пылчăк çăрăлать. Юсас тесен вара ирĕксĕрех шыв башнине чарма тивет. Çакă çынсене темиçе кунлăха шывсăр хăварни пулнă пулĕччĕ.

Шыв кĕртмелле мар темест «Коммунальник» МУП ертÿçи В.Воробьев. Ку тĕлĕшпе чи малтанах коммунальщиксемпе калаçса татăлни кирлĕ. Вĕсем çынсене чăннипех пулăшнă, ĕçе пахалăхлă, технологие çирĕп пăхăнса пурнăçланă пулĕччĕç.

Шăмăршăра пурăнакансем халĕ талăкра вăтамран 150-160 кубла метр шывпа усă кураççĕ. Уншăн тÿлевĕ те ытла пысăках мар темелле: кашни колонкăшăн çемйери пĕр çын пуçне пурĕ те вунă тенкĕ ытларах çеç. Енчен те çынсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ пулсан, ку хак кăштах ÿсет. Каллех уйрăм çынсене ÿпкев сăмахĕ калас килет: хăшĕсем шывпа усă кураççĕ, анчах уншăн тÿлесшĕн мар.

Пăрăхсенчи шыва Роспотребнадзор специалисчĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ, анализ тăваççĕ. Хальлĕхе шыв пахалăхĕпе пур енĕпе те тивĕçтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика