Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ватăлма памасть

16 сентября 2009 г.

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ ăна пĕлмен çын çук пулĕ. Хăй вăхăтĕнче ăста спортсмен пулнипе çеç мар, хăйне евĕрлĕхĕсемпе те ыттисенчен уйрăларах тăрать вăл.

...Хĕл варринче урамра шартлама сивĕ тăрать. З.Садетдиновшăн вара çакă ним те мар: çăмăл тумланнăскер, кунсеренех маларах касса хунă вакка... шыва кĕме каять. Мĕн çамрăкран тытса пынă Зеват Беретдинович çак йăлана. Пĕр виçĕ çул каялла кăна хĕлле шыва кĕме пăрахрĕ вăл. Анчах халĕ ун вырăнне хĕл кунĕсенче юрпа çăвăнать, çулла – пусăран тин çеç ăснă сивĕ шывпа.

– Çавăнпа çирĕп сывлăхлă та вăл, – теççĕ ун пирки ял çыннисем. Хăшĕсем ăна ăмсанни те куç кĕретех. Унран тĕслĕх илекенсем те пур.

Сăмах пуçламăшĕнчех З.Садетдинов ăста спортсмен пулни пирки асăнтăмăр. Вăл уйрăмах йĕлтĕрпе тата велосипедпа туслă пулнă, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса пĕрре кăна мар мала тухнă. Аса илер-ха хăшĕсене.

1958 çулта йĕкĕт, сăмахран, Шăмăршăра йĕлтĕрпе чупса 63 çынна хыçала тăратса хăварса пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕш разряд нормине тултарма пултарнă.

1960 çулта Патăрьелĕнче республикăн кăнтăр районĕсен йĕлтĕрçисем 10 километра чупса мала тухассишĕн тупăшнă. Кунта та Палтиел йĕкĕтне çитекенни никам та пулман.

1962 çулта Шупашкарта «Урожай» спорт обществин йĕлтĕрçисен ăмăртăвĕнче те çĕнтернĕ Зеват.

1965 çулта З.Садетдинов Ульяновскра машинист помощникĕ пулса ĕçлеме тытăннă, ĕç хыççăн тренировкăсене çÿренĕ. Çак çул Куйбышевра (халĕ Самара) «Локомотив» спорт обществин велосипедисчĕсен ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Спортăн ку енĕ те уншăн ачаран çывăх пулнăран, йĕкĕт ку ăмăртусенчен те пĕрремĕш вырăн йышăннă. Каярах çак общество Ульяновскра йĕркеленĕ велоспорт ăмăртăвĕнче те çĕнтерме вăй çитернĕ.

1964 çулта С.Садетдинов Свердловск хулинче йĕлтĕрпе чупса спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарма пултарнă. Каярахпа Палтиел йĕкĕчĕ Челябинскра, Хусанта, Пермьре иртнĕ ăмăртусене те хутшăннă, начар мар результатсем кăтартнă.

Çемье çавăрса тăван яла таврăнсан Зеват Беретдинович Палтиел лесничествинче лесник пулса ĕçлерĕ, каярахпа платник ĕçне пуçăнчĕ. Халĕ, темиçе çул ĕнтĕ, ялти йĕтем хуралçи. Тивĕçлĕ канура пулин те, килте ахаль ларасшăн мар вăл. Пĕр сăмахпа, ĕмĕрĕпех спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни ăна ватăлма памасть.

Паян хăйĕн юбилейне паллă тăвать Зеват Беретдинович Садетдинов, шăпах çитмĕл çул тултарать. Ял-йыш ятĕнчен ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика