19 сентября 2009 г.
Д.А.Медведев Президент «Раççей, малалла!» статйинче тата Ярославльте иртнĕ конференцире хăй «çĕршывăн паянхи пурнăçне тата пуласлăхне мĕнлерех курнипе» паллаштарнă май район çыннисем унăн шухăшĕсене анлăн сÿтсе яваççĕ.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ хăйĕн вулаканĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ.
М.Х.ХАМДЕЕВ, «Искра» СХПК ертÿçи:
– Д.А.Медведев сăмахне эпĕ малашлăх стартегийĕ тесе хакласшăн. Сăмахран, Президент çĕршыв экономикине çĕнетме сĕнекен стратегин пилĕк векторнех илер. Палăртни чăннипех пурнăçлансан Раççей чылай енĕпе тĕнчери чи малта пыракан çĕршывсенчен пĕри пулĕччĕ.
А.И.ГАРМОНЩИКОВ, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, Пăчăрлă Пашьел ялĕ:
– Çĕршыв Президенчĕн сăмахĕнче пире малалла утма чăрмантаракан, хăвата чакаракан социаллă чирсенчен хăтăлмалли çул-йĕре уйрăмшарăн палăртни мана питĕ килĕшрĕ.
«Эпир ветерансемпе пенсионерсене пурлăх тата медицина енĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулса мĕн пур енĕпе социаллă сфера тухăçлăхне ÿстерĕпĕр», – терĕ Президент. Унăн сăмахĕ ĕçпе çирĕпленессе шанса тăратăп.
В.В.ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
– Хăйĕн сăмахĕнче Д.А. Медведев паянхи саманапа тачă çыхăннă, миллион-миллион çыннăн пурнăçне лайăхлатма, тĕрĕс те виçеллĕ, çирĕп тĕнче курăмне йĕркелеме пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ сĕнÿсем пачĕ. Президент сăмахне пирĕн халăха тĕплĕн ăнлантарса памалла, çĕршыв пуласлăхĕ кашни çынран нумай килнине пĕлтермелле.