Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче йĕрке кирлех

23 сентября 2009 г.

РАÇÇЕЙ Президенчĕ Д.А.Медведев та, Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров та çулсем çинче çирĕп йĕрке туса хумалли çинчен пĕрмай калаççĕ. Тĕрлĕрен аварисене пула е таптаса кайнипе пин-пин çын вилет, йывăр аманать. Çакă пек тĕслĕхсем хамăрăн Шăмăршă районĕнче те тăтăш тĕл пулаççĕ.

Ман шутпа, ГИБДД сотрудникĕсен яваплăхне ÿстермесен, вырăнти влаçсем çул юсавлăхĕшĕн тăрăшмасан йĕрке тума май çук. Район центрĕнчи çулсем çинче, халăх уйрăмах йышлă çÿрекен çĕрте, каçса çÿреме ирĕк паракан паллăсем те вырнаçтарман. Пысăк инкек пуласса кĕтмесĕр Госстрах, музей, ресторан, унчченхи рынок патĕнче пĕр тăхтаса тăмасăр ятарлă паллăсем вырнаçтармалла тата çул çинче йăрăмлă йĕрсем («зебра») ÿкермелле. Çак паллăсем çуккипех çитĕннисемпе ачасем çул урлă ăçтан каçмаллине те пĕлмеççĕ, водительсем вара хăвăртлăха чакармаççĕ.

Çавăн пекех автовокзал патĕнчен «Пельменная» кафе патне, таксисем тăракан вырăн енне каçнă чухне те хăрушлăх пысăк. Нивушлĕ ятарлă паллăсем вырнаçтарма çав териех йывăр-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика