23 сентября 2009 г.
«РАÇÇЕЕ авалтанпах коррупци хавшатса пынă. Патшалăх экономикăн тата общество ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕрех мĕн пур сферинче ытлашшипех пулнă май вăл паян та Раççее шалтан çиет», – тенĕ çĕршыв Президенчĕ Д.А.Медведев хăйĕн «Раççей, малалла!» статйинче.
Коррупци пирĕн пурнăçра тарăн тымар яни – чăнлăх. Ăна тĕппи-йĕррипе кăклама питĕ йывăр, анчах та кăкламаллах! Ку тĕлĕшпе пирĕн Президента пулăшса пымалла, ултав-суяпа, икĕ питлĕхпе, взятка панă-илнĕ тĕслĕхсемпе çине тăрса кĕрешмелле.