23 сентября 2009 г.
«ОБЩЕСТВО хăй ĕçлесе илнине кăна патшалăх урлă валеçме пултарать. Ĕçлемесĕр илнипе пурăнни – иртĕхниех, ку – ăссăрла тата хăрушă. Ытларах ĕçлесе илес тесен экономикăна аталантармалла. Шăпах ĕçлесе илмелле, пĕр-пĕр самантра нефть тăруках хакланса кайнин шучĕпе кăна пурăнмалла мар», – тенĕ çĕршыв Президенчĕ Д.А.Медведев хăйĕн «Раççей, малалла!» статйинче.
Тĕнче кризисĕн тапхăрĕнче Раççей экономики нумай хавшани, производство чакни вăрттăнлăх мар. Лавккасенче те хамăр çĕршывра туса кăларнă таварсем çук, ют патшалăх таварĕсене çеç сĕнеççĕ. Предприятисенчен ытларахăшĕнче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк, продукци пахалăхĕ тĕнче шайĕпе илсен патне те пыраймасть.
Экономикăна ял хуçалăхĕнче те çĕклемелле, çĕр ĕç культурине ÿстерсе тата çĕнĕ технологисемпе усă курса продукци ытларах туса илме тăрăшмалла. Хальлĕхе эпир пĕр вырăнта тăпăртатса тăратпăр-ха, каялла пăхса малалла кайма май çуккине çав-çавах ăнланса илейместпĕр.