23 сентября 2009 г.
ПАЛТИЕЛ ял поселенийĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Унсăрăн май та çук: укçа-тенкĕ ыйтăвне çынсем аш-какай, сĕт-çу сутса татса пама тăрăшаççĕ. Патирексем уйрăмах тăрăшуллă ку енĕпе – кунта пурăнакансем пирки килсерен пĕчĕк кĕтÿ тени пĕрре те йăнăш мар. Камран тĕслĕх илмелли те пур. Акă, Роза Хамдеева хăй кăна виçĕ ĕне, пилĕк пăру, вăтăра яхăн хур, йышлă чăх-чĕп тытать. Вĕллесем те пур унăн.
Палтиелĕнче вара ку тĕлĕшпе Хатып Азизов тăрăшуллă. Унăн килкартинче хальхи вăхăтра виçĕ ĕне, пилĕк пăру, пĕр лаша, вунă сурăх. Хур-кăвакалпа чăх-чĕп те йышлă.
К.СЕЙФУТДИНОВ.
ххх
ВЫЛЬĂХСЕМ йышлă усрани тупăшлă пулнине кивчукалсем те лайăх ăнланаççĕ. Сăмахран, Ю.Никитин фермерах илер-ха. Икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, çăвăрлакан ултă ама сы-сна, ăратлă аçа тытать вăл. Чăх-чĕпĕ те – картиш тулли. Хуçалăх кашни çулах сысна çурисем пайтах сутать. Ăнăçлă вырнаçтарма май килсен, аш-какайпа сĕт-çу та самаях курăмлă тупăш параççĕ.
А.Борзов та ÿркенмен ĕçчен çын. Унсăрăн вăл тăватă вăкăрпа ĕне, тăват-пилĕк сысна усраман та пулĕччĕ. Унăн утарĕ те таврара пĕрре – унта вăтăр ытла вĕлле. Вăл кашни çулах паха пыл нумай туса илет, сутмалăх та çитет.
В.Малеевсен картишĕ те пушă мар. Хуçалăхра паянхи куна пĕрер ĕнепе лаша, темиçе вăкăр. Сыснасем те йышлă.
Н.КУВАЙСКАЯ.
ххх
ЯРĂСЛАВРА пурăнакан Василий Петрович Краснов хуçалăхне чăннипех ăмсанмалăх пур. Каçхине кĕтÿ анчĕ те, вĕсен картишне уçă хапхаран... çур кĕтÿ сурăх кĕрсе кайрĕ. Красновсем вăтăр пуçа яхăн ăратлă сурăхсем усраççĕ иккен. Вĕсемсĕр пуçне тата икĕ ĕнепе икĕ вăкăр та пур. Хур-кăвакалпа чăх-чĕпĕн вара шучĕ те çук пулĕ. Маларах лаша та усранă пулнă.
Кил хуçи питех çÿрейменрен, килти пĕчĕк фермăри ĕçсем пушарникре ĕçлекен Петя ывăлĕпе сутуçăра тăрăшакан Светлана кинĕ çине тиенеççĕ. Ÿркенсе тăмаççĕ çамрăксем. Выльăх апачĕ пирки те пăшăрханма кирлĕ мар: вĕсен хăйсен арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕ пур. Кунсăр пуçне ĕçчен çемье ялти пушă анкартисемпе те усă курать. Килте кустăрмаллă трактор пулни те ĕçсене чылай çăмăллатать.
Красновсем кăçал утă-улăм, фураж ытлашшипех хатĕрлесе хăварнă. Тымарçимĕçсем те çителĕклĕ пулĕç. Йышлă выльăх усрама çемье хăтлă витесем туса лартнă.