26 сентября 2009 г.
«Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси, ача çуратма хавхалантарасси, çулсем çинчи тата производствăри хăрушсăрлăха çирĕплетесси, ĕçкĕ пандемийĕпе кĕрешесси, физкультурăна аталантарасси, массăллă спорт патшалăхăн стратеги шайĕнчи тата çав вăхăтрах куллен татса паракан тĕллевĕсем пулса тăмалла».
(Раççей Президенчĕн Д.А.Медведевăн «Раççей, малалла!» статйинчен).
ТĔНЧЕРЕ кризис тапхăрĕ пынине пăхмасăр, патшалăх граждансен сывлăхне упрас, вĕсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ парас енĕпе тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма тăрăшать. Акă, пирĕн çĕршывра, «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлекен граждансене тÿлевсĕрех хушма медицина тĕрĕслевĕ (дополнительная диспансеризация) витĕр кăлараççĕ. Пирĕн районта çак ĕç 2009 çулхи май уйăхĕнче пуçланнă.
Кăçал валли панă планпа килĕшÿллĕн, районта ĕçлекен 293 çынна хушма диспансеризаци витĕр кăлармалла пирĕн. Питĕ шел, хăш-пĕр учреждени, предприяти-организаци руководителĕсем, уйрăм предпринимательсем çак ĕç çине яваплăхпа пăхмарĕç, работниксене тĕп больницăра иртекен медицина тĕрĕслевне яма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмарĕç. Паллах, кунта граждансем хăйсен сывлăхĕ çине алă сулни, графикпа палăртнă мероприятие вăхăтра килме тăрăшманни те сисĕнчĕ. Çак сăлтавсене пула диспансеризаци тухмалли плана çурри ытларах кăна пурнăçлама пултартăмăр. Пĕрлех ветстанци, БТИ, районти хаçат редакцийĕн руководителĕсем тата работниксем медицина тĕрĕслевĕ çине пысăк яваплăхпа пăхнине, хушма диспансеризаци витĕр графикпа килĕшÿллĕн тухнине палăртас килет.
Диспансеризаци вăхăтĕнче хăшпĕр çынсен чирĕн пуçламăш аталанăвĕ вăй илсе пыни, вăл е ку чир пуçланас хăрушлăх тухса тăни те палăрчĕ. Пĕр çын чĕре инфрактчĕн пуçламăш тапхăрне ура çинчех ирттерсе янă-мĕн. 3 хĕрарăмăн вара кăкăр шыççин чирĕн пуçламăш тапхăрĕ аталанма тытăнни курăнчĕ. Сахăр диабечĕпе гепатит вăй илме пуçланă, юнри холестерин шайĕ нормăран пысăкрах пулнă (ку вара юн пусăмне ÿстерет, чĕре чирĕсем пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать) тĕслĕхсем те палăрчĕç. Хăш-пĕрисем ытлашши нумай ÿт хушнине те палăртмалла. Çак фактсем тăрăх пурнипе те кирлĕ мерăсем йышăннă, чирлисене е чир пуçланас хăрушлăх пур çынсене районти тĕп больницăра е Шупашкарти больницăсенче сипленĕ. Вĕсен сывлăхне эпир, врачсем, малашне те пăхса-тĕрĕслесе тăрăпăр. Районти предприятисемпе организацисен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене хăйсем патĕнче ĕçлекен кашни çыннăн диспансеризаци иртмелли пирки тепĕр хут асăрхаттарас килет.
Хушма диспансеризаци мероприятийĕ çине пысăк ответлăхпа пăхмаллине çÿлерех асăннă чир-чĕрсем лайăх çирĕплетеççĕ. Çавна май граждансене çывăх кунсенчех медицина тĕрĕслевне килме сĕнетпĕр. Пирĕн сывлăх – хамăр алăра.