Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсем те палăртнă

26 сентября 2009 г.

«ЧĂВАШ Республикин «Чăваш Республикинче вырăнти самоуправление йĕркелесси çинчен» саккунĕн 39 статйин 7 пункчĕн 6 умпункчĕпе килĕшÿллĕн, Шăмăршă районĕн Уставĕн 24 статйине тĕпе хурса, депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕ «Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнчи тÿлев йĕркисене çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, 2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, Искусство шкулĕн музыка уйрăмĕнче тĕрлĕ инструментсемпе калама (фортепьяно, баян, хуткупăс, аккордеон, гитара) тата юрлама вĕреннĕшĕн кашни уйăхра 120 тенкĕ тÿлемелле. Художество уйрăмĕнче вĕреннĕшĕн (ÿкерчĕк, живопись) уйăхсерен 100 тенкĕ хывмалла.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ çăмăллăхсем те пăхса хăварнă. Çемьере шкулта вĕренекен 2 ача е ытларах ача пулсан, ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш ачашăн 100 процент, ыттисемшĕн 50 процент тÿлемелле пулать. 3 е ытларах ачаллă çемьесенчи ачана палăртнă тÿлевĕн 30 проценчĕ чухлĕ çăмăллăхсем параççĕ. Харăсах икĕ уйрăмра та вĕренекенсем валли те çăмăллăхсем пур. Кун пек чухне музыка уйрăмĕнче вĕреннĕшĕн 100 процент, художество уйрăмĕнче вĕреннĕшĕн 50 процент хывмалла.

Чир-чĕре пула ача Искусство шкулне пĕр уйăх ытла çÿреймесен, дирекцие медицина справки тăратсан çав уйăхшăн взнос тÿлемелле мар. Преподаватель чирлине пула пĕр уйăх ытла заняти ирттереймесен те тÿлеврен хăтараççĕ.

Палăртнă тÿлевсене кашни уйăхрах, 10-мĕш числоран кая юлмасăр хывса пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика