Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çуртра яланах хăтлă, чунăрта ăшă пултăр

30 сентября 2009 г.

ЧĂВАШ Республикинче хальхи вăхăтра 260 пин инвалидпа ветеран пурăнать, çав шутран 5 пинĕ – пирĕн районти ватă граждансем. Районти ватăсене уйрăммăн илсен, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем – 42 çын, ĕç ветерансем – 1971, пĕтĕмĕшле чир-чĕр инваличĕсем – 1219, тыл ĕçченĕсем – 830, салтак арăмĕсем – 386, политика репрессийĕсенче шар курнă хыççăн таса ят тавăрса панисем – 29 çын.

Ватă граждансем пурте Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен тимлĕхĕнче тăраççĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн «Ветерансем çинчен», «РФ инваличĕсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен», Чăваш Республикин «Чăваш Республикин вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен, ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен, «Реабилитациленĕ çынсен тата политика репрессийĕсенче шар курнисем тесе йышăннă çынсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» саккунсемпе килĕшÿллĕн социаллă пулăшу парса тăраççĕ. Асăннă саккунсене тĕпе хурса, республика бюджетĕнчен кăçалхи 9 уйăхра пирĕн районта 14 миллион та 791 пин тенкĕ расхутланă. Çак шутран инвалидсемпе ветерансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме 4 миллион та 556 пин тенкĕ, ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, реабилитациленĕ çынсене, политика репрессийĕсенче шар курнисем тесе йышăннă граждансене уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕсемпе (ЕДВ) тивĕçтерме 10 миллион та 235 пин тенкĕ тăкакланă.

Çурт-йĕр ыйтăвĕсене те патшалăх манăçа хăвармасть. Раççей Федерацийĕн 2002-2010 çулсем валли йышăннă «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, кăçал Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсенчен 7-шĕ тÿлевсĕр хваттерсем илнĕ. Вĕсен хакĕн пĕтĕмĕшле сумми 6 миллион ытла тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн, ĕç ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене 2009 çулта кашни уйăхра тÿлекен укçа тÿлевĕсен сумми те пысăкланнă. Вĕсем ĕç ветеранĕсен 710 тенкĕпе, тыл ĕçченĕсен 700 тенкĕпе танлашаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Постановленине тĕпе хурса, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен натура тивĕçтерĕвне укçа-тенкĕ тÿлевĕпе ылмаштарнă.

Санитарипе курорт сиплевне те куçран вĕçертмест патшалăх. Акă, кăçал 36 çын республикăри санаторисенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 26-шĕ – Аслă Отечественнăй вăрçă тата пĕтĕмĕшле чир-чĕр инваличĕсем, 10-шĕ – ĕç ветеранĕ.

2009 çулта районти 26 çынна «Ĕç ветеранĕ», 3 çынна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă. Вĕсем, паллă ĕнтĕ, патшалăх уйăракан çăмăллăхсемпе усă курма пуçланă.

Ватă çынсем, инвалидсемпе ветерансем пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнне пулĕç. Вĕсенчен пĕрисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене шеллемесĕр çапăçнă, теприсем вăрçă вăхăтĕнче ачаллах, тылра ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă, виççĕмĕшсем вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче тата кайранхи тапхăрта колхоз-совхоз производствинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă.

Инвалидсемпе ветерансене, ватă граждансене сисĕмлĕ пулăшу парса тăрас тĕллевпе пирĕн районта 1997 çулта «Халăха социаллă пулăшу паракан центр» уçнă. Ун çумĕнче йĕркеленĕ килте социаллă пулăшу паракан тата васкавлă социаллă тивĕçтерÿ уйрăмĕсен ĕçченĕсем, ветерансем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмсен работникĕсем районти ватăсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика