03 октября 2009 г.
ТАВРАРА паллă ăстаçăна – йывăçран касса ытарма çук илемлĕ эрешсем тăвакан, хăйĕн пурнăçĕнче ылтăн аллисемпе темиçе çурт-хуралтă çĕклеме те хутшăннă ĕçчен çынна – Леонид Иванович Синелева манăн чăн-чăн хресчен тесе хаклас килет. Ĕçлемесĕр пĕр кун мар, пĕр сехет те лармасть пуль вăл, ăна кура мăшăрĕ те, ачисем те çав тери харсăр. Синелевсен çурчĕ те, картишĕ те, пахчи те илемпе тата тирпейлĕхпе илĕртсе тăраççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем сад пахчине темле асамлă сăн кĕртеççĕ.
– Пирĕн хамăрăн – пĕр кĕтÿ выльăх, – терĕ шÿтлесе Леонид Иванович. – Шутласа кăларма пултаратăр-и;
Чăнах та, хут çине çырсах шутлама тиврĕ Синелевсен вити-хуралтисенчи пуянлăха. Тăватă ĕне, икĕ пăру, пĕр вăкăр, тăхăр сурăх, ултă сысна, çирĕм кролик, пĕр лаша... Кусемсĕр пуçне вун çичĕ хурпа вун пилĕк чăх та усраççĕ. Тăватă сыснине паян тесен паян чикмелле, какайне тупăшлăрах вырнаçтармалли çул-йĕр çеç шыраççĕ.
Леонид Ивановичпа мăшăрĕ – Ирина Петровна – шăпчăк ыйхиллĕ çынсем. Вĕсемпе пĕрле пурăнакан ывăлĕ – Петя та, кинĕ – Катя та ĕçлемесĕр ырлăх-пурлăх пулмассине лайăх ăнланаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутсах çăмăл автомашина, груз турттаракан автомашина, икĕ трактор туяннă Синелевсем. Кил-çуртĕнче те мĕн кирли пурте пур.
Икĕ ывăл валли те çурт-йĕр çавăрма çĕр илнĕ, виçĕ пахча çĕрĕ çинче çĕр улми, чĕкĕнтĕр, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Тырă Тутарстанри хуçалăхсенчен туянаççĕ. Хакĕ тем чуль пысăк мар, çавăнпа та Леонид Иванович выльăх-чĕрлĕх усрани тупăшлă ĕç тесе шутлать.
– Ялта ĕç çук тенине пĕрре те ан ĕненĕр, - терĕ сывпуллашнă чух Л.Синелев. – Ĕçлес текен çыншăн ĕç тем чухлех. Патшалăх сĕтпе аш-какайăн сутăн илмелли хакĕсене ÿстерсен, выльăх усракансем чылай нумайланĕччĕç. Хальхи хаксем ытла та йÿнĕ вĕт-ха, хресченĕн тарлă ĕçне мĕншĕн хисепе хумаççĕ-ши;