Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен

03 октября 2009 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА ĕçлемесĕр пурăнакан çын пачах та çук пулĕ. Ытти хăш-пĕр ялсенчи пек лавкка «хураллакансем» те курăнмаççĕ, çу кунĕсенче ватти-вĕтти вăрманта е килти пахчара тăрмашать. Кăмпа-çырла татса, милĕк е мăк хатĕрлесе, шăпăр çыхса чун канăçне тупаççĕ, укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕсем усраççĕ, çак ялта килти хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илнисем те йышлă.

Вĕлле хурчĕсем тенĕрен, Василий Тенишев çирĕме яхăн çемье тытать. Тăватă çул каялла çеç çак ĕçпе аппаланма тытăннă пулин те, Василий Петрович паян вĕлле хурчĕсен пурнăçĕ çинчен ăста утарçăсенчен пĕрре те кая мар пĕлет. Тĕрлĕ литература, уйрăмах «Пасеки России» журнала юратса вулать.

– Пирĕн Тарас кукка та, кукаçей те вĕлле хурчĕсем йышлă усранă, – тет В.Тенишев. – Кÿршĕсем те çак ĕçе килĕштереççĕ. Çывăх тусăм Валентин Михайлов та вĕлле хурчĕсене юратма хистерĕ. Милици органĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан пушă вăхăт нумайланчĕ те, тÿрех вĕлле пÿрчĕсемпе рамкăсем ăсталама пуçăнтăм. Утарти пур япалана та хамăн алăсемпе тума тăрăшатăп.

Вĕлле хурчĕсене мăшăрĕ – «Елочка» санаторире ĕçлекен Алевтина Алексеевна та, ывăлĕ – Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Саша та юратса пăхаççĕ. Усси куç умĕнчех: пылне хăйсен çемйи валли çеç мар, тăванĕсене кучченеç памалăх та, сутмалăх та туса илеççĕ. Кăçал уйрăмах çăка пылне нумай уçланă, сиплĕ пыла Мускавра та чылай сутнă.

Тенишевсем килти хуçалăхра ĕне, пăру, чăх-чĕп усраççĕ, çĕр улми тата пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хирте уйăрса панă çĕр çинче утăлăх курăк акса тăваççĕ.

Чи лайăххи тата çакă: вĕлле хурчĕсем усрама пуçăннăранпа Василий Петрович ĕçме те, туртма та пачах пăрахнă, спорта чунтан юратма тытăннă. Унччен те эрех-сăрапа иртĕхмен-ха вăл, халĕ вара алла черкке тытма шухăшĕ те çук.

– Вĕлле хурчĕсем пурнăçа илемлетеççĕ, чуна канăç кÿреççĕ, çавăнпа та эпĕ тус-юлташсене те çак ĕçе суйласа илме сĕнетĕп, - тулли кăмăлпа палăртрĕ милицин отставкăри майорĕ Василий Тенишев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика