07 октября 2009 г.
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕнче çулсеренех çамрăк вăрманçăсен слетне ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта пулса иртрĕ, унта районти вун пĕр шкул команди хутшăннă.
Слетри тупăшусем тĕрлĕрен номинацисенче иртрĕç. Ботаниксен ăмăртăвĕнче, сăмахран, Палтиелĕнчи Алена Кузьмина чи нумай балл пуçтарчĕ. Зоологсенчен Иван Цыганов (Патирек), гидробиологсенчен Анастасия Еремеева (Пăчăрлă Пашьел), вăрманçăсенчен Ксения Михайлова (Пуянкасси) çĕнтерчĕç. Çут çанталăка лайăх пĕлнине вара Пăчăрлă Пашьелсен туслă команди çирĕплетрĕ.
Конкурссен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх малтанхи виçĕ вырăна Патирек, Пăчăрлă Пашьел тата Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕсен командисем пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.