07 октября 2009 г.
ЕЛЧĔК почтамтчĕн Карапай Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем пирки ял-йышра ырăпа кăна асăнаççĕ. Уйрăм начальникĕ Галина Горигорьева ял çыннисене яланах кăмăллăн йышăнать, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене кĕске вăхăтрах татса пама тăрăшать.
Лариса Старшовапа Алиса Михайлова почтальонкăсем те ял-йышра хисеплĕ. Çамрăк хĕрарăмсем хăйсен тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.
Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем халăха хаçат-журнал çырăнтарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче «Шăмăршă хыпарне» пурĕ 150 экземпляр илсе тăраççĕ. Ăна 2010 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарас ĕçе те куçран вĕçертмеççĕ çамрăк хĕрарăмсем. «Район хаçатне ял çыннисем юратса вулаççĕ, ăна çырăнакансен шучĕ 150-ран кая пулмĕ», - теççĕ уйрăм работникĕсем.