07 октября 2009 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ фельдшерпа акушер пункчĕ районта çулленех малтисен шутĕнче пырать. Учрежденире 30 çул ытла вăй хуракан А.Гаврилова заведующипе Н.Волкова медсестра медицина профилактикин тĕрлĕ мероприятийĕсене те вăхăтра, графикпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Хăйсен пархатарлă ĕçĕпе, чун ăшшипе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ ĕçчен те хастар медицина работникĕсем Раççей Федерацийĕн «Сывлăх» наци проекчĕпе те тимлĕ ĕçлеççĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн, юлашки çулсенче Карапай Шăмăршăра тата Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан 18-55 çулти 435 çынна В гепатитран прививка тунă. Кăçал 60 çынна çакнашкал мероприяти витĕр кăларнă. Вĕсене икшер хут вакцинаци тунă, виççĕмĕшĕ килес çулхи январьте иртет.
Ачасене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе йĕркелекен прививка мероприятийĕсем те районти тĕп больницăн ача-пăча консультацийĕн службин графикĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.
Анна Васильевнăпа Надежда Ивановна Донор кунĕсене те кирлĕ пек йĕркелеççĕ. Кăçал февраль тата август уйăхĕсенче ирттернĕ кунашкал мероприятисене ял-йыш хастар хутшăннă, вĕсенчен кашнийĕнчех 50 çын ытла юн панă.