07 октября 2009 г.
УЛĂХ-ÇАРАН нумай пулнăран, Улмаллăра пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх усрама питĕ меллĕ. Ял çыннисем çакăнпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунта ĕне выльăх тытман çемьесем çук тесен те юрать, хăшĕсен хуçалăхĕнче вара вĕсем икĕ-виçĕ пуç. Теприсен вара – кĕтÿ темелле. Акă, Виктор Матвеев фермерах илер. Вăкăрсемпе пăрусем чылай усрать вăл. Николай Бондаревăн мăйракаллă шултра выльăхсем те уннинчен нумай сахал мар. Хăйĕн трактор та пур унăн.
«Агросервис» ООО тĕп агрономĕ Гельман Айсин та хресчен чунĕллĕ çын. Вăл кĕтĕве куллен ултă пуç ĕне выльăх ăсатать.
Темиçешер выльăх усракансем ялта татах та пур. Ильгизер Нуртдинов та вăкăрсемпе пăрусем тытать. Татьяна Салмина пирки те çакнах каламалла. Вĕллесем те пур унăн, ĕçчен хĕрарăм кашни çулах тухăçлă пыл туса илет.
Ĕçрен хăранă, ÿркеннĕ пулсан Александр Попов та картиш тулли вăкăр-пăру усраман пулĕччĕ. Унăн урхамахĕ те çилхи витĕр çил вĕçтерсе тăпăртатса çеç тăрать.
Ял çыннисем çу каçа кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ, çавăнпа та вĕсемшĕн сивĕ хĕл хăрушă мар. Вăрманлă-улăхлă Улмаллă ялĕ выльăх йышĕпе районти хăш-пĕр пысăк ялтан та малта пулни кунти çынсем ĕçчен иккенне çирĕплетет.