07 октября 2009 г.
КОМПЬЮТЕР техникипе усă курасси юлашки çулсенче Раççейре анлăн сарăлчĕ. Сăмахран, сотовăй телефонпа халĕ ачасенчен пуçласа ватă граждансем таранах пĕр чăрмавсăр калаçаççĕ, вăл кашнийĕнех пур темелле. Кĕсье телефонĕшĕн укçа тÿленине, ăна сÿнтерсе хунă е айккине пăрăннă вăхăтра сана кам шăнкăравланине систерекен (çирĕплетекен) хыпар та çитет мобильник çине. Анчах та сотовăй телефон çине эпир пачах кĕтмен хыпар та çитме пултарать. Вĕсем – «савăнăçлисем», «кăмăла çĕклекеннисем». Ара, эсир, калăпăр, «çăмăл автомашина» е пĕр-пĕр хаклă «япала» «выляса илнĕ»-мĕн. Анчах та «приза» иличчен малтан япалан 1 проценчĕ чухлĕ тата темиçе процент тупăш налукĕ тÿлемелле-мĕн. Укçа суммине те, ăна хăш адреспа ярса памаллине те кăтартаççĕ. Пысăк япала, паллах, çынна илĕртет. Темиçе пин тăракан пуянлăхăн хуçи пулса тăма ĕмĕтленет. Мул-тупра серепине çакланнă çын ниçта кайса кĕрейми ăшталанма пуçлать вара, тивĕçлĕ сумма пулмасан, кивçен тупать. Укçана ярса панă хыççăн тин вăл çăмăллăн сывласа ярать, шантарнă автомашинăна хăçан тата ăçта кайса илмелли пирки шутлать. «Шантарнине 3 çул кĕтеççĕ» тенешкел, çын кайран хăйне шăннă пăр çине лартса хăварнине туйса илет. Мĕнле калас, чавса çывăх та, çыртма çук.
Граждансене мобильник çине çакнашкал «приз» выляса илнине кăтартакан «хыпар» килсен, ăна çийĕнчех хуратма сĕнетпĕр. Кунашкал ултав капкăнне çакланмалла мар.
Нумаях пулмасть пирĕн район çынни «ВАЗ-2112 автомашина» «выляса илнине» çирĕплетекен «хыпар» илнĕ. Компьютер технологийĕсен суя серепине туймасăр, вăл «Жигулин» хакĕн 1 процентне, тупăшăн 9 процентне – пурĕ 15 пин тенкĕ! – кайса тÿленĕ. Гражданин кун пирки милицие килсе заявлени çырса пачĕ. Çак хыпара яраканни Коми Республикинчи колонире ларакан çын, темиçе хутчен судпа айăпланнăскер, пулнă. Ку факт тăрăх, РФ УКĕн 119 статйипе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă. Халĕ следстви тĕпчевĕ пырать.