Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акасшăн-ши çитес çуркунне;

10 октября 2009 г.

ÇАК ыйту ахальтен мар тухса тăрать: çитес çур акинче мĕнле вăрлăхсем акса хăварăпăр; Пытармасăр каласан, хальлĕхе ку тĕлĕшпе савăнмалли нимĕнех те çук.

Тепĕр çул валли мĕн чухлĕ вăрлăх кирлĕ; Ĕлĕкрех çакна чылай малтан палăртса хуратчĕç. Самана улшăнчĕ те, ку ыйту çине урăхларах пăхма пуçлани курăнать. Çур аки валли мĕн чухлĕ вăрлăх кирлĕ – уйрăм хуçалăхсенче çакă халĕ те паллă мар.

Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенех илер. Паянхи куна вĕсене виçĕ хуçалăх – «Шанс», «Агродор» ОООсем, «Карлинская» агрофирма тĕрĕслеме тăратнă, пурĕ – 1180 центнер. Вĕсене «Россельхозцентрăн» Чăваш Республикинчи филиалĕн Шăмăршăри уйрăмĕнче тĕрĕсленĕ. «Агродорпа» «Карлинская» хуçалăхсенче вăрлăхсем кондицие ларнă пулсан, «Шансра» вара çитес çулхи тухăç пирки шутламалли сахал мар – тĕрĕслеме тăратнă 90 центнер вăрлăхăн пĕр килограмĕ те кондицие ларман.

Ытти хуçалăхсенче вара темшĕн халĕ те вăрлăхсене тĕрĕслеттерме васкамаççĕ. Çанталăк уяр тăнă май, çак кунсенче пур çĕрте те вăрлăхсене тасатса сортлама майсем пур – ĕçсене вăхăтра йĕркелени çеç кирлĕ. Ахăртнех, васкамастпăр пулас. Вăхăт вара кĕтмест. Сортсене çĕнетесси пирки те манас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика