10 октября 2009 г.
ОКТЯБРĔН 1-мĕшĕнче Раççей Правительствин пуçлăхĕ В.В.Путин Владимир хулинче çĕршыври спорт инфратытăмне аталантарас ыйтупа видеоконференци ирттернĕ. Раççей Правительствин Председателĕ сĕннипе, видеокĕпер Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕпе те çыхăнтарнă.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров палăртнă тăрăх, Кÿкеçри комплекс – республикăра чи малтан тунă спорт керменĕ. Халĕ çакăн пек керменсен шучĕ 16-а çитнĕ. Ку – чикĕ мар. Кăçал тата 3 комплекс, çав шутра Шăмăршăра та спорт керменĕ хута каймалла. 16 ФСК валли пĕтĕмпе 3 млд. тенкĕ тăкакланă: 2-шĕ – республика, муниципалитетсен укçи, 1 млд. – Мускав уйăрни. Шăмăршăри спорт комплексĕ республикăри вун çиччĕмĕш ФСК пулĕ.
Паллах, строительство ĕçĕсем хаклă, анчах, Николай Васильевич шучĕпе, çак тăкаксем туллин саплашăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта республикăра спорт секцийĕсене çÿрекен ачасемпе çамрăксен шучĕ 69-тан 75 проц. таран ÿснĕ. Çакăн социаллă кăтартăвĕсем вара чăннипех савăнтараççĕ: асăннă тапхăрта Чăваш Енре табак туртакансен йышĕ 10 проц. пĕчĕкленнĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинче ку цифра пушшех курăмлă – 36 проц. Çавна май, паллах, тĕрлĕ чирпе чирлесси те çуллен 2-3 проц. чакса пырать. Сывлăхпа çар службине юрăхлă яшсен йышĕ 63-рен 68 проц. таран пысăкланнă. Тепĕр самант: виçĕм çулхипе танлаштарсан, 2008 çулта Чăваш Енре çамрăксем преступлени тăвасси 32,6 проц. чакнă. Кăçалхи сакăр уйăхра вара, пĕлтĕрхи январь-август уйăхĕсенчипе танлаштарсан, ку кăтарту 40,8 проц. чухлех пĕчĕкленнĕ.
Çакнашкал ырă туртăмсем, Н.В.Федоров шучĕпе, çамрăксем шăпах çĕнĕ физкультурăпа сывлăх керменĕсем пулăшнипе спортпа туслашнипе сăлтавланă: «Эппин, тĕрĕс çулпа пыратпăр!»