14 октября 2009 г.
ИРТНĔ шăмат кун – октябрĕн 10-мĕшĕнче – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче пулнă.
Вăрман хĕрринчи Шăмăршă тăрăхне Президент унчченех: «республикăри чи илемлĕ вырăн», - тесе хакланăччĕ, ку хутĕнче те район центрĕ ăна тирпейлĕхпе тата çĕнелсе чиперленнĕ çуртсен тараватлăхĕпе кĕтсе илчĕ.
Хаклă хăна хальхинче Шăмăршăри тĕп больницăн хирурги уйрăмне реконструкциленĕ хыççăн тунă поликлиникăпа терапи уйрăмне савăнăçлă лару-тăрури уçнă çĕре хутшăнчĕ. Районшăн питех те кирлĕ çак объекта тума тата халăх сывлăхне сиплемелли вĕр-çĕнĕ оборудовани туянма республика тата район бюджечĕсенчен 100 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Н.В.Федоров Президент çак парнене шăмăршăсем пурнăçра активлă позици тытса пынишĕн, республика, район пуласлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшнишĕн тивĕçнине палăртрĕ.
«Республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Чăваш Ен хăй çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлать çеç мар, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне ÿстерсех пырать», – терĕ Президент.
Н.В.Федоров Шăмăршă районĕн пуçлăхне В.П.Фадеева район муниципаллă йĕркелÿсен республикăри конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн 5 миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕç пулнине çирĕплетекен сертификат пачĕ. Çавăн пекех шурă халатлă ĕçченсем Президент çĕнĕ медицина оборудованийĕ туянмашкăн больницăна 400 пин тенкĕлĕх сертификат панине те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Н.В.Федоров Президент, Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Н.В.Суслонова тата район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, алăк умĕнчи хăйăва каснă хыççăн, сывату кабинечĕсемпе палатăсене кĕрсе курчĕç, пациентсемпе ăшшăн калаçрĕç.
– Шăмăршăри пек илемлĕ те хальхи вăхăтри оборудованипе пуян больница республикăри яллă районсенче урăх çук, – терĕ Президент ĕçлĕ çул çÿрев вĕçленес умĕн. – Район çыннисене эпĕ çирĕп сывлăх сунатăп, сывлăха больницăра çеç мар, чи малтан физкультурăпа спорт комплексĕсенче çирĕплетмелле тесе шутлатăп.
Больница коллективне Президент кермен пек çутă та илемлĕ больницăра япăх ĕçлеме юраманни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.