14 октября 2009 г.
– ТИНЕХ чунра кăштах лăпкă пек, - терĕ йăл! кулса «Исток» ООО ертÿçи Юрий Старшов. – Пĕтĕм лаптăкра – 1200 гектар çинче – çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Ирфан Усьманов, Сергей Сергеев, Сергей Ельцов трактористсене чĕререн тав тăвас килет. Чăннипех те çĕр çыннисем вĕсем. Ĕç пахалăхĕшĕн нумай тăрăшрĕç, пулас тухăç никĕсне хывса хăварчĕç.
Юрий Артемьевичпа кăçалхи вырма ĕçĕсем мĕнле иртни пирки сăмах пуçартăмăр. Гектартан 24-шар центнер тухăç илни – япăх кăтарту мар. Çанталăк чăрмантарман пулсан (ара, çумăрĕ ытла та сахал пулчĕ-çке), çĕр-анне хăйĕн пуянлăхне ытларах та памаллаччĕ. Технологие çирĕп пăхăнса, минерал удобренийĕсемпе усă курса акнă, гербицидсемпе те анлă усă курнă. Вăрлăхсене çĕнетессипе те ĕçлеççĕ.
Вырмара Леонид Алюков çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, «Донпа» 8500 центнер ытла тырă пухса çапнă. Владимир Акимов, Виталий Тимофеев, Ирфан Усьманов комбайнерсене тата Николай Павлов, Виталий Матвеев, Петр Шамеев водительсене те хуçалăх ертÿçи ырласа асăнчĕ.
Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техникине çÿп-çапран тасатса, тутăхакан пайсене çу сĕрсе упрама лартнă. Мастерскойра юсав ĕçĕсем те пуçланнă.
– Яланах мал ĕмĕтпе, ыррине шанса пурăнатпăр, – терĕç пире механизаторсем. – Çапах та хресчен тар тăкса туса илнĕ тырра патшалăх йÿнĕпе туянни пăшăрхантарать. Сĕтпе какай хакĕ те пысăк мар, тăкаксем вара самаях пуçтарăнаççĕ. Кун пек лару-тăрура экономикăна аталантарма, ĕç укçине ÿстерсе пыма майсем питĕ сахал.
Тахçантанпах çумăр çуманни, çĕр хĕле типĕ кĕни те пăшăрхантарать хресчене. «Истокра» 500 гектар кĕр тыррисем акнă, типпе юлнипе калча вăйсăр аталанать. Шăтманни те чылай. Çуркунне ĕç калăпăшĕ ÿсесси халех паллă.