14 октября 2009 г.
ВĔÇЕН КАЙĂКСЕМ – пирĕн çунатлă шанчăклă туссем. Тĕрлĕ вăрманта, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ вĕсем, этемлĕхе, çут çанталăка пысăк усă кÿреççĕ. Вĕсенче – тĕнче илемĕ. Çакна пĕлетпĕр-и-ха эпир: кайăксенчен хăшĕсем пирĕн тăрăхра ытларах тĕл пулаççĕ, вăтамран мĕн чухлĕ-ши вĕсем; Çак ыйтусем çине тÿрех татăклă хурав пама май çук. Ку ыйтăва вара пĕрлехи вăйпа татса пама, хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем тума пулать.
Пирĕн çĕршывра çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех кашни çулах вĕçен кайăксене сăнамалли кунсене ирттереççĕ. Ку акцие Раççей вун пилĕк çул каялла, 1995 çулта хутшăнма тытăннă. Çак хушăра çут çанталăк тусĕсем вĕçен кайăксене шута илес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку пархатарлă ĕçе пиртен кашниех хутшăнма пултарать – вăхăт та ытла нумаях кирлĕ мар.
Атьăр-ха, ÿркенер мар: тавралăха, çунатлă туссене тимлĕрех сăнар.
Вĕçен кайăксем ытларах чухне ушкăнпа пурăнаççĕ. Ытларах ăçта, хăш вырăнта тĕл пулма пулать вĕсене; Тĕп-тĕрĕсех мар пулин те, вĕсен йышне те палăртма пулать. Сайра тĕл пулаканнисене, уйрăммăн е мăшăрпа пурăнаканнисене шутлама вара çăмăлрах. Çак ĕçе тус-юлташăрсене, тантăшăрсене явăçтарсан та лайăх. Сăнав-шутлав пĕтĕмлетĕвĕсене «Чăваш вăрманĕ» наци паркне пĕлтерме, çитерме пулать. Унăн кантурĕ Шăмăршăра, Перекет банкĕн çуртне хирĕç вырнаçнă.