21 октября 2009 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7 класра вĕренекенсем уроксем хыççăн тÿрех килĕсене тухса каймаççĕ. Вĕсем – кадетсем. Çавна май, хушма вĕрентĕвĕн 2009-2010 çулсенчи программин расписанийĕпе килĕшÿллĕн, çиччĕмĕшсем – 13 яшпа 7 хĕр ача – ытти занятисене юлаççĕ. Тĕрлĕ предметсем (строй хатĕрленĕвĕ, çар ĕçĕн никĕсĕсем, Тăван çĕршывăн çар историйĕ, çăлав, физкультура хатĕрленĕвĕсем, картографи, граждановедени, илемлĕ калаçу) вĕренекенсен Тăван çĕршыва юратас, ăна тивĕçлипе хÿтĕлеме хатĕрленес туйăмне вăйлатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшаççĕ.
Çиччĕмĕшсем шкулта лайăх енĕпе палăрса тăраççĕ (класс руководителĕ Г.Г.Измайлова, наставник-воспитателĕ В.В.Столяров). Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Звезда» отряд (командирĕ А.Петькова, отделени командирĕсем Д.Ларионовапа П.Столяров) республикăри кадетсен тĕрлĕ мероприятийĕсене хастар хутшăннă, вĕсенче Дипломсем çĕнсе илнĕ. Кадетсем вĕренÿре те пултаруллă. Иртнĕ вĕренÿ çулне çур класс «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра çиччĕмĕшсем, хăйсен наставник-воспитателĕ В.В.Столяров ертсе пынипе, кадетсен республикăри строй смотрне хутшăнма хатĕрленеççĕ.