21 октября 2009 г.
ХĂЙСЕН ĕçне чылай çул хушши профессилле ăсталăхпа тата творчествăлла туртăмпа туса пыракан учительсем районта чылай. Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.А.Семенова – вĕсенчен пĕри.
Людмила Алексеевна çак шкулта 1987 çултанпа, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи уйрăмне пĕтернĕренпе, вăй хурать. Вăл хăйĕн урокĕсене яланах творчествăлла лару-тăрура, çÿллĕ методика шайĕнче ирттерет. Учительница ыттисен ĕç опытне тишкерет, вĕсене хăйĕн урокĕсене кĕртет.
Л.А.Семенован вĕренекенĕсем те творчествăлла шырав патнелле ăнтăлаççĕ, районти мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Вăл вĕрентекен ачасем чăваш чĕлхипе литературин олимпиадисенче тата наукăпа практика конференцийĕсенче призерсен шутне кĕреççĕ. Пĕрлех республикăри конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшăнаççĕ. К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми пичетленнĕренпе 100 çул çитинине халалланă творчество конкурсĕнче (2008ç.) тата «Туслăх çулăмĕ» наци фестивалĕнчи Çеçпĕл Мишшин творчествин презентацийĕн конкурсĕнче (2009 ç.) Людмила Алексеевнăн вĕренекенĕсем лайăхпа палăрчĕç. Учительница хăй те тĕрлĕ проектсене хутшăнать. Кăçал вăл «Шкул – культурăн хăйне евĕр управçи» республика конкурсне интереслĕ проект тăратнă.
Л.А.Семенован вĕренекенĕсем пĕчĕкренех проектсемпе презентацисем хатĕрлеме хăнăхаççĕ, творчество ĕçĕсенче хăйсен шухăшлавне палăртаççĕ. Учительница ертсе пынипе шкулта «Иртнисĕр пуласлăх çук» тата «Шанăç» проектсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. 7 класра вĕренекен Мария Семенова хăйĕн «Акатуй – халăх уявĕ» проекчĕпе «Манăн творчество» республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Л.А.Семенова пултаруллă учительница кăна мар, вăл ял клубĕн сцени çинче хăйĕн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне те кăтартать. Вăл спектакльсенче вăл е ку роле чăн-чăн артистка евĕр выляса савăнтарать, килĕшÿллĕ юрлать, ташлать, монологсем, сăвăсем вулать. Людмила Алексеевна илемлĕ, тарăн шухăшлă сăвăсем те хайлать, вĕсем район хаçатĕнче тăтăшах пичетленеççĕ. 1995 çулта Виçпÿрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор ансамблĕ хăйĕн юрри-ташшине Францире те кăтартнă. Коллективри ытти çынсемпе пĕрле Л.А.Семенова та Ганнăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă.
Тăрăшуллă учительница чăваш чĕлхипе литература преподавателĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕнче те хастар. Вăл час-часах уçă уроксем парать, ĕçтешĕсене хăйĕн паха ĕç опычĕпе паллаштарать. Кăçалхи февральте Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă уçă уроксен районсем хушшинчи фестивалĕнче те ĕçтешĕсем умĕнче кăтартуллă урок ирттерчĕ.
Л.А.Семенова тăван ялта хĕрарăмсен «Шанчăк» клубăн тата ачасен «Виçпÿрт Шăмăршă çеçкисем» фольклор ансамблĕн ĕç-хĕлне те йĕркелесе ертсе пырать.
Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх кăтартакан учительница ачасен нумай енлĕ творчествине малалла аталантарать, вĕсене юратать, ĕçтешĕсене хисеплет. Чăваш чĕлхипе литературине, тăван халăх творчествине чунтан парăнса пурăнни ачасенче чăвашлăх туйăмне вăйлатассинче, наци культурипе искусствине юратма вĕрентессинче Людмила Алексеевнăна çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать.