24 октября 2009 г.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂН кивĕ масарĕ, районти ытти ялсенчи масарсем пекех, чăтлăх вăрмана аса илтеретчĕ. Армак-чармак ÿснĕ йывăçсем çынсене нумай чăрмантарнă, çил-тăвăл хуçса антарас хăрушлăх та пысăкчĕ.
Хамăр ял çынни А.И.Савельев ертсе пынипе, ял халăхĕ масар çинчи чăтлăха касса тасатрĕ, пуртă-пăчкă йăтса темиçе хутчен те кунта çити хăпарма тиврĕ.
Çимĕк ратиттĕлĕн кунĕнче кивĕ масар вырăнĕ çап-çутăччĕ пулсан, халĕ каснă йывăçсем, уйрăмах «америка вĕрени» текен усал йывăç, каллех пуçĕсене çĕкленĕ. Икшер метр тăршшех ÿссе кайнă, хулăнăшĕпе те авсан аваймастăн. Масар çийĕ унчченхи пекех чăтлăха çаврăнма тытăннăччĕ.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче А.И.Савельев пире каллех субботника чĕнчĕ. Ял çыннисем алла пуртă тытса масар çине пуçтарăнчĕç. Хăшĕ пуртăпа хунавсене тĕпрен касрĕ, хăшĕ каснă йывăçсене масар тулашне йăтса тăчĕ. Куç умĕнчех масар çийĕ тирпейленчĕ-илемленчĕ.
Мĕн тери ырă ĕç ку! Чăтлăха тасатиччен кивĕ масар çинче асатте-асаннесен хĕресĕсем патне ларса асăнма вырăн та çукчĕ вĕт, сĕтел-пукан лартма та май пулман. А.И.Савельева пирĕн пурсăмăрăн та пуç тайса тав тумалла, ун пек çынсем халăхшăн усăллă ĕç питĕ нумай тăваççĕ.
Ял çыннисен, район центрĕнче тата хулара пурăнакансен çуралса ÿснĕ ялти масар çинче тирпей-илем тăвасси пирки манмалла мар. Кашни çуркуннепе кĕркуннех субботник йĕркелемелле. Ку ĕç малтанласа кăна йывăр пек, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн йăлана кĕретех. Ваттисем, халсăррисем çак ĕçе хутшăнаймаççĕ пулсан, вĕсен ачисем тата тăванĕсем пур вĕт. Масара таса тытасси – пирĕн тивĕç.
Хулăн йывăçсене тата чăтлăха уйрăмах кĕркунне касса тасатма меллĕ. Çак ĕçе районти кашни ялтах пуçăнмалла, масар хура вăрмана мар, чечек пахчине аса илтертĕр тесе тăрăшасчĕ.