Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕсене чыслĕç

24 октября 2009 г.

КАЛЕНДАРЬПЕ Ял ĕçченĕсен кунне октябрĕн 11-мĕшĕнчех паллă тумаллаччĕ. Анчах та ял çынни хĕвеллĕ те уяр çанталăкра уяв туса ларас темерĕ, уй-хирти тата килти хуçалăхри ĕçсене хăвăртрах вĕçлес тесе тăрăшрĕ.

Çапах та уяв пулатех – Шăмăршăра ноябрĕн 6-мĕшĕнче çăкăр шăршиллĕ алăсене чыслĕç. Çак кун ял поселенийĕн администрацийĕ вырнаçнă урамра (унчченхи çар комиссариачĕн урамĕ) кĕрхи ярмăркка та ĕçлĕ. Ирпе 10 сехетре кунта килекенсем йÿнерех хакпа тырă, аш-какай, юр-вар, пыл, пахча çимĕç, утă-улăм туянма пултарĕç. Ярмăрккана ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсене те, уйрăм предпринимательсене те хапăл тусах йыхравлаççĕ.

Кăнтăрла çитеспе, 11 сехетре, Шăмăршăри Культура керменĕнче ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чыс-хисеп тăвĕç. Культура ĕçченĕсем чаплă концерт хатĕрлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика