24 октября 2009 г.
КИЛТИ хуçалăха малалла аталантарма, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме патшалăх юлашки çулсенче çăмăллăхлă кредитсем пама пуçларĕ. Вĕсемпе пирĕн район çыннисем те анлăн усă кураççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем Васан ялĕнче те чылайăн.
Эпĕ, 90ра пыракан Аслă Отечественнăй вăрçă тата педагогика ĕçĕн ватă ветеранĕ, килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан ĕçчен çемьесен пархатарлă ĕçне мухтатăп. Çак ĕçченсем хăш-пĕрисем евĕр «халĕ продукци йÿнĕ» тесе пуçа усса лармаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, пĕр тенкĕ çумне тепĕр тенкĕ хушса çемьери тăкаксене саплаштарса пыраççĕ.
Ман шутпа, килти хуçалăха аталантарма халĕ условисем çителĕклĕ. Çине тăрса ĕçлени, тĕллевлĕн пурăнни кăна кирлĕ. Сăмахран, çăмăллăхлă кредитпа вите-лупас тума е çĕнетме, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянма пулать. Халĕ хирсенче кашнинех çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Ун çинче, калăпăр, шултра мăйракаллă выльăх-чĕрлĕх валли нумай çул ÿсекен курăксем ÿстерсе, кирлĕ чухлĕ утă çулса илме май пур. Йышлă сысна усрас тесен çĕр улмипе чĕкĕнтĕр акса-лартса çитĕнтерме пулать (кунта эпĕ фермерсем пирки каламастăп).
Халĕ, чăнах та, ĕне сĕчĕ питĕ йÿне каять (ку вăл вăхăтлăха кăна пуласса шанас килет). Анчах та килте сĕт-турăх, хăйма, çу-тăпăрчă пулни те лайăх вĕт-ха. Вĕсене куллен лавккаран туянса тăрас пулсан, мĕн чухлĕ укçа тăкакламалла; Уйрăмах ачаллă çемьесемшĕн усăллă килти хуçалăхра ĕне усрани (вăрçă вăхăтĕнче ĕне тытнă çемьесенче пĕр çын та выçăпа вилмен). Ĕне сĕчĕ пăрусемпе сысна çурисене лайăх ÿсме пулăшнине те кашниех пĕлетпĕр.
Манăн, ватă педагог-ветеранăн, килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усрани ачасене тивĕçлĕ ĕç воспитанийĕ парассинче пысăк усă панине те палăртас килет. Ачасем, калăпăр, утă типĕтсе хатĕрлессинче, çĕр улми-чĕкĕнтĕр кăларассинче пулăшу пама пултараççĕ. Килти ĕç-хĕле ашшĕ-амăшĕ кирлĕ пек йĕркелесе пырсан, ачасем куллен тислĕк тасатас, выльăх-чĕрлĕхе выльăх çими парас ĕçре те пулăшу параççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем ялсенче чылай. Ачасем вăхăта усăллă ирттерни, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсни питĕ вырăнлă.