Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх усрăр – тупăш курăр

24 октября 2009 г.

МĔН пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратса ÿснĕ эпĕ. Çемье йышлăччĕ те, килте яланах картиш тулли выльăх, чăх-чĕп пулнă. Асанкассинчен Шăмăрша пурăнма куçса килсен те çемье пурнăçне шăпах çакăнтан пуçласа ятăмăр. Хам чылай çул «Топсбытра» водительте ĕçленĕрен, малтанласа пĕтĕм йывăрлăхсем Зеверия мăшăрăм çине тиенетчĕç.

Халĕ иксĕмĕр те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те картише вĕлтĕрен пусса илтерес килмест: вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытма тăрăшатпăр. Халĕ пирĕн хуçалăхра икĕ ĕне, икĕ пăру, çитмĕл чăх пур, юнашарти çырмара вăтăр кăвакал ишет.

Темиçе çул каялла кăркка та йышлă усраттăмăр. Çитес çуркунне вĕсене çĕнĕрен ĕрчетме шутлатпăр.

Килте икĕ грузовик пулнăран, выльăх апатне хатĕрлеме те йывăрах мар. Кăçал та утă-улăм, концентратсем çителĕклĕ янтăласа хăвартăмăр.

Йышлă выльăх усрас тесен, чăнах та, ир пуçласа каçчен вăй хума тивет. Ан ÿркен çеç: сĕтел тулли экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай, сĕт-çу, çăмарта пулать. Ытлашшине сутса вара çемье бюджетне самаях пуянлатма май пур. Çавăнпа та эпĕ шăмăршăсене çеç мар, ытти ялсенче пурăнакансене те выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал ытларах усрама чĕнсе калатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика