Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмелле кăна мар

24 октября 2009 г.

ЯЛ ÇЫННИНЕ ялах туртать тени тĕрĕсех çав. Нумай çул хушши инçе ишекен карап капитанĕ пулнă эпĕ. Çак хушăра тинĕссемпе океансен хумĕсем витĕр чылай патшалăха çитсе курнă. Пытармастăп: капитан мостикĕ çинче тăнă самантсенче тăван тăрăх час-час аса килетчĕ. Çаках хистерĕ пулмалла мана хам çуралнă Анат Чаткас ялне таврăнма.

Тинĕссемпе океансене хăнăхнă çынна çĕр ĕçне хăнăхма çăмăл мар. Мĕн тетĕр – хресчен юнĕ юлнă-юлнах çав. Чи малтанах мана колхоз сачĕ çав тери юхăнса кайни чуна çав тери ыраттарчĕ. Мĕнле-ха капла; 1990 çулта фермер хуçалăхне йĕркелес шухăш çуралчĕ, ăна «Шуçăм» тесе ят патăм. Паллах, нумай ĕçлеме тиврĕ малтанласа. Миçе тĕп улмуççи лартнине вара хам та пĕлсех каймастăп.

2002 çулта пуçа çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ: сыснасем ĕрчетме тытăнсан мĕнлерех-ши; Куç хăрать те алă тăвать тенешкел, çĕнĕ ĕçе пуçăнтăм. Халĕ çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп – усси пур.

Паянхи куна илес пулсан, манăн фермер хуçалăхĕнче çĕр ытла сысна: çăвăрлакан çирĕм пилĕк ама, виçĕ аçа, 98 çура. Пурте тĕреклĕ те сывă, çавăнпах ĕнтĕ вĕсене çынсем те хапăлласах туянаççĕ. Сăмахран, кăçал кăна пĕр тонна çурă аш, çĕр сысна çури сутма пултартăм. Çакна ĕнентĕм: «Шурă пысăк» тата «Ландрас» ăратсене усрани тупăшлăрах, вырăнлăрах.

Выльăх ĕрчетес текенĕн выльăх чĕлхине пĕлмелле теççĕ. Хирĕçлеместĕп. Сыснасене эпĕ хамăн технологипе пăхса ÿстерсе самăртатăп. Ку манăн вăрттăнлăх пултăр, кăсăкланакансем вара пырса курччăр – опыта пĕрле пайлăпăр. Сăмах май, ман технологи сахал тăкакпах пысăк продукци туса илме май парать.

Сад тенĕрен, вăл та çулленех сахал мар тухăç парать. Пĕлтĕр çеç Çурçĕр регионта вуншар тонна панулми сутма май килчĕ. Кăçал та витаминлă çимĕç сахал мар – ăна упрама хунă.

Фермер хуçалăхне аталантарма, тытса тăма ку яхăнта пĕрре те çăмăл мар. Çавна май Перекет банкĕпе çывăх çыхăну тытатăп, ытти фермерсене те, çак ĕçе пуçăнас текенсене те манран тĕслĕх илме сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика